Суббота, 20 апреля

Такăр çул сана, почтальон!

Такăр çул сана, почтальон!

Пурнăç уттипе тан утас тесен мĕн тумалла? Паллах, чăн малтанах çĕннине алла илмелле, ыттисен паха опычĕпе те паллашмалла. Çаксене тĕпе хурса ĕçлеççĕ те ĕнтĕ Çĕнĕ Мăрат почта уйрăмĕн ĕçченĕсем.
Асăннă уйрăма Екатерина Валерьевна Казакова ертсе пырать.
— Палăртнă ĕмĕт-тĕллевсене яланах пурнăçлама тăрăшатпăр. План тултарассине те çирĕп пăхăнса ĕçлетпĕр. Халăха хаçат-журнал çырăнтарнипе пĕрлех ăна çĕнĕ периодика та сĕнетпĕр. Хисеплĕ канурисене пенси укçипе тивĕçтеретпĕр, çав вăхăтрах электроэнергишĕн, газшăн, телефоншăн, Интернетшăн тÿлемелли укçана та чылай чухне хамăрах йышăнатпăр, — паллаштарать вырăнти ĕç-хĕлпе Екатерина Валерьевна ертÿçĕ.
Çĕнĕ Мăрат почта уйрăмĕнче чылай почтальон тăрăшса тивĕçлĕ канăва кайнă. Хальхи вăхăтра унта çамрăксем ĕçлеççĕ. Тĕслĕхрен, Тукай ялне Елена Соловьева хаçат-журналпа тивĕçтерет. Хĕрарăм ку ĕçре 10 çула яхăн тăрăшать. Тамара Шельтямова почтальон куллен Вутлан ялне çул тытать. Людмила Ивановăпа Ирина Семенова ĕçченсем вара Çĕнĕ Мăратпа Тăманлă Выçли ялĕсенчи халăхпа тĕл пулаççĕ. Хĕрарăмсен кунне миçе километр çуран утма тивмест-ши? Çумăр çăвать е хĕртсе хĕвел пăхать — вĕсен пĕрех çула тухмалла. Çапла, почтальонăн ĕçĕ питĕ кăткăс. Апла пулин те йывăрлăха парăнмасăр туслă коллектив хавхаланса ĕçлет.
Паянхи куна почта уйрăмĕнче «Каçал ене» 2018 çулхи 2-мĕш çур çуллăха çырăнтармалли тапхăр вĕçленнĕ. Ку тăрăхра район хаçатне хальлĕхе 176 çемье çырăннă. Вырăнти халăх ытти хаçат-журналсене те кăмăллать. Республика кăларăмĕсенчен ытларах «Хресчен сасси. Кил», «Чăваш хĕрарăмĕ», «Çамрăксен хаçачĕ» çырăнаççĕ.
— Шел пулин те хаçат-журнал çырăнман çемьесем те пур, — теççĕ пăшăрханса почтальонсем.
Уйрăмра ĕç кал-кал пырать. Хаçат-журналсемпе тĕрлĕ тавар илеççĕ те почтальонсем çула тухаççĕ. Хăшĕ — çуран, ыттисем велосипедпа çÿреççĕ. …
Такăр çул сана, почтальон!
А.ИСАЕВА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *