Çурхи ака аван вĕçленнине палăртса, нумай çĕрте Акатуй, Сабантуй кĕр-кĕрлерĕ. Акă, июнĕн 30-мĕшĕнче Чĕчкен ялĕнче те уява анлăн паллă турĕç. Çак кун унта юрă юхрĕ ян! та ян! Тус-тăвансемпе инçетрен çитнĕ хăнасем пĕрле пухăнса савăнчĕç, чун туличчен ташларĕç, вăйăсем вылярĕç…
Сабантуй — авалтан килекен ырă уяв. Ăна асатте-асаннесем епле ирттернĕ, малашне те çаплах, нимĕн улăштармасăр, йĕркелесе пымалла пултăр, — терĕ праçнике уçнă май пухăннисене саламласа Чĕчкен мечечĕн имам-хатыйбĕ Сеитзада хазрат Гимаев. — Çур акине аван вĕçлерĕмĕр, халĕ вара лайăх тухăç илмелле пултăрччĕ тесе тăрăшар. Çумăрĕ вăхăтра çутăр, хĕвелĕ те ăшшăн йăл култăр.
Сабантуя пухăннисене чи малтанах район пуçлăхĕ Хасиятулла Идиатуллин, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Инна Лепешкина, «Чăваш Республикинчи тутарсен наципе культура автономийĕ» обществăлла организаци председателĕ Ферит Гибатдинов, «Труд» ЯХПК ертÿçи Ремис Шарафутдинов тата ыттисем те ăшшăн саламларĕç.
Сабантуй шкул çумĕнчи кану паркĕнче иртрĕ. Парк çак кун тутар халăхĕн юрри-кĕввипе, ташшипе кĕрлесе тăчĕ. Сцена çине чăн малтанах ачасем тухрĕç. Вĕсем пухăннисене савăк юрăсем парнелерĕç. Çепĕç юрă инçете-инçете саланчĕ.
Ĕçре хастарлăхпа палăрнисене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Инна Лепешкина Тав хучĕсем, çавăн пекех Сабантуя йĕркелеме пулăшнă çынсене Хисеп грамотисем парса чысларĕç.
— Культурăпа кану паркĕн картине «Инициативное бюджетирование граждан» программăна хутшăнса çĕнетрĕмĕр. Унта ял тăрăхĕпе предприятисем, организацисем хутшăнчĕç. Ял халăхĕ те ырă ĕçрен пăрăнмарĕ, кашнийĕшĕ тÿпе хыврĕ. Тавтапуç пурне те, — терĕ Чĕчкен ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Лукиянов.
Сабантуйра тĕрлĕ вăйăсемпе ăмăртусем пулчĕç, тутарла та кĕрешрĕç, хĕрарăмсем кĕвентепе шыв йăтса чупрĕç. Кăмăл пуррисем çак кун чун каниччен лашапа ярăнма та пултарчĕç. Сабантуй асра юлмалла, хаваслă иртрĕ.
Хасиятулла Идиатуллин, район пуçлăхĕ:
— Пурте пĕрле пухăнса ял уявĕпе Сабантуя анлăн та шавлă ирттерни пурнăçра та, ĕçре те пулăшать. Халăх йăли-йĕркине несĕлсемшĕн упрасси, ăна аталантарасси — тĕп тĕллев. «Иртнисĕр пуласлăх çук», — тенĕ ваттисем. Çамрăксен тăван ен историне пĕлмеллех, ăна ăруран ăрăва çитермелле. Паян ял тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн кăна мар, хăнасемшĕн те, чăннипех, пысăк уяв пулчĕ.
А.ДЕНИСОВА.