Понедельник, 24 июня

Тăрăшуллă инспектор

Тăрăшуллă инспектор

Паян шалти ĕçсен органĕнчи çак служба яланах халăх куçĕ умĕнче. Юрăри сăмахсемпе хакласан, çумăр çăвать-и е çил-тăман — инспектор юлташ çул çинче ялан. Йĕрке хуралĕн истори тымарне аса илес пулсан вара çакна палăртмалла. 1936 çулхи утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче Халăх Комиссарĕсен Канашĕн Постановленийĕпе килĕшÿллĕн «СССР автомобиль инспекцийĕ çинчен» положение çирĕплетнĕ. Çакă шăпах паянхи ГАИн çуралнă кунĕ пулса çырăнса юлнă.
— Паян ГИБДД уйрăмĕнче улттăн ĕçлетпĕр. Николай Тумаланов, Алексей Кураков, Григорий Заводов, Андрей Волков, Рамиля Закирова шаннă ĕçе яланах тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ. Çул çинче çирĕп йĕрке пултăр тесе куллен тăрăшаççĕ. Районта тăнăçлăх, йĕркелĕх, çул çинчи тирпейлĕх чăн малтан пирĕнтен килет. Çавăнпа та хамăрăн ĕçри дисциплинăна, професси ăсталăхне ÿстерсе пыни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакна коллективра тăрăшакансем лайăх пĕлеççĕ, тĕпе хурса ĕçлеççĕ, — терĕ уйрăм начальникĕ Николай Райков.
Акă, сăмахран, Рамиля Закирова инспектор районти шалти ĕçсен пайĕнче 2007 çултанпа ĕçлет. 2013 çултанпа вара вăл — ГИБДД уйрăмĕн инспекторĕ. Рамиля Миназымовна административлă саккунлăха епле пурнăçланине тĕрĕслет.
— Тĕслĕхрен, çулталăк пуçланнăранпа çул-йĕр çинче çынсем 3 пин ытла административлă право йĕркине пăснă. Ытларах водительсемпе çуран çÿрекенсем çул-йĕр правилисене пăхăнмаççĕ, ÿсĕрле руль умне ларакансем те сахал мар. Çур çулта ÿсĕр 30 водителе тытса чарнă. Профилактика мероприятийĕсем йĕркеленин тухăçĕ те пысăк. Район территорийĕнче тăтăшах «Нетрезвый водитель», «Автобус», «Пешеход», «Должник», «Внимание, дети!» операцисем иртеççĕ,— пĕлтерчĕ Рамиля Закирова.
Çак вăхăтра вăл хăйне лайăх енчен çеç кăтартнă. Маттур сотрудника пĕрре кăна мар, Хисеп грамотипе, Тав хучĕпе, Дипломпа чысланă.
А.ЕФРЕМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *