Пятница, 26 апреля

Çиçĕмпе аслати чухне

Çиçĕмпе аслати чухне

 

Енчен те эсир çиçĕмпе аслати чухне вăрманта юлтăр пулсан унти çÿллĕ мар ÿсекен йывăç-тĕм айне пытанма тăрăшăр. Çÿллĕ ÿсекен йывăçсем, уйрăмах хырпа юман тата тирек, айне пытанни пысăк йăнăш.
Шывра пулсан вара — тÿрех унтан тухмалла. Çыран хĕрринчен аяккарах каймалла та лапама анмалла. Çÿллĕ вырăнта ларни пурнăçшăн сиенлĕ.
Тепĕр чух аслати, çиçĕм пире уçă уйра «хăваласа» тытать. Ун чухне чылайăшĕ çĕр çине выртма тăрăшать. Ку та пысăк йăнăш. Уйра чухне айлăмрах вырăн тупса чĕркуççисене алăпа ыталаса илсе кукленсе ларăр.
Енчен те аслати эсир урамра спорт занятийĕсенче чухне пуçлансан сикме-чупма чарăнмалла. Металлран тунă хатĕрсене /мотоцикл, велосипед тата ытти те/ инçерех илсе хурăр. Хăвăр вĕсенчен 20-30 метр чухлĕ аяккарах пулма тăрăшăр.
Пÿртсенче чÿрече, алăк, вентиляци шăтăкĕсене тата тĕтĕм çулĕсене хупмалла. Çав вăхăтра кăмакара вутă çунтармалла мар, мĕншĕн тесен тĕтĕмпе тухакан пысăк температурăллă газсен аслатие хирĕç тăраслăхĕ питĕ пĕчĕк. Телефонпа та калаçма юрамасть. Тепĕр чухне çиçĕм тункатасем хушшинчи пралуксене лекме пултарать.
Çиçĕм çиçнĕ вăхăтра электричество пралукĕсем, çиçĕме сирекен ха-тĕрсем, çуртсен çивитти-йĕсем çинчен шыв юхса анакан трубасем патне пымалла мар. Антенна çывăхĕнчен пăрăнмалла. Май пур таран телевизор, радио тата электричествăпа ĕçлекен ытти хатĕрсене те ĕçлеме чарăр, хăвăр та чÿрече çывăхĕнче ан тăрăр.
Аслати сире машинăра «хăваласа çитрĕ» пулсан унтан ан тухăр, анчах та радиоприемник антеннине антарăр, кантăксене хуплăр.
Сирĕн пурнăçăра сиен кÿрекен лару-тăру сиксе тухрĕ пулсан, паллах, пулăшу ыйтса 01 е 112 номерсемпе шăнкăравламалла.
Д.КУЗЬМИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *