Четверг, 25 апреля

Çунатлă çамрăклăх

Çунатлă çамрăклăх

Июнĕн 27-мĕшĕ — Пĕтĕм Раççейри Çамрăксен кунĕ. Çак уява районта та анлă паллă турĕç. Ытларикун, июнĕн 26-мĕшĕнче, культурăпа кану паркĕнче «Çамрăк ăру — сывă пурнăçшăн» ятпа уяв иртрĕ. Çамрăксем чăннипех те сывă пурнăçпа туслашни аван. Эрехпе иртĕхменни, пирус туртманни, наркотикпа айкашманни çамрăка илем кÿрет. Çакна Каçал тăрăхĕнче пурăнакансем лайăх пĕлеççĕ çеç мар, ăна пурнăçлаççĕ. Пирĕн çамрăксем конкурссенче, ăмăртусенче, фестивальсенче, тĕрлĕ мероприятисенче маттур. Ахальтен мар шăпах уявра районти маттур та харсăр волонтерсене Хисеп грамотисемпе чысларĕç. Ырă ĕç тăвакансем районти пĕр мероприятирен те айккинче юлмаççĕ. Аслă Çĕнтерÿ уявĕнче вĕсем «Вилĕмсĕр полк» акцие хутшăнчĕç, районти Акатуйра та сумлă хăнасене хаваслăн кĕтсе илчĕç. Вăл çеç-и? Районти, республикăри мĕнпур акцисенче те вĕсем — чи маттуррисем.
— Ырă туни ырăпа таврăнать, — теççĕ волонтерсем.
Культурăпа кану паркĕнче пуçтарăннисене Мария Илларионова, Ольга Буслаева, Александрпа Виктор Кокшинсем, Лариса Носова, Татьяна Прокопьева, Виктор Шамбулин илемлĕ юрăсемпе, Мария Долгова, Татьяна Вунберова хаваслă ташăсемпе савăнтарчĕç.
Çамрăксен кунĕ хаваслă та асра юлмалла иртрĕ.
Г.ГИНАТУЛЛИНА.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *