Вторник, 8 октября

«Яш чух, çамрăк чух»!

«Яш чух, çамрăк чух»!

Аслă Отечественнăй вăрçă çĕршыв экономикине тивĕçсĕр хуçса хăварнине, пысăк сиен кÿнине пурте лайăх пĕлетпĕр. Вăрçă уйрăмах ял хуçалăх аталанăвне кайри вырăна хăварчĕ, тем тĕрлĕ çухату кÿчĕ. Çавна пула 50-мĕш çулсенче те çĕр-шывра апат-çимĕç продукчĕсем çителĕксĕрччĕ.
Çĕршыв экономикинче тивĕçлĕ улшăнусем тăвас тесе правительство 1954 çулхи март уйăхĕнче çĕнĕ çĕрсем уçасси пирки йышăну турĕ. Усă курман çĕрсене сухаласа тырă туса илме палăртрĕ. Ун пек çĕрсем уйрăмах Казахстанра, Алтай крайĕнче нумай пулнă. Çĕнĕ çĕрсене сухаласа усă курма пуçлани тырă туса илессине палăрмаллах ÿстерме анлă çул уçса панă.
Сухаласа акса хăварнипе кăна мар вĕт-ха, ÿссе çитĕннĕ тырра пухса та илмелле. Çĕнĕ çĕрсем çинчи тырра пуçтарма 1956 çулта Ростов облаçĕнче 6000 çынран тăракан студентсен пĕрлештернĕ отрядне йĕркелерĕç. Эпĕ ун чухне çак облаçри ял хуçалăх техникумĕнче вĕреннĕ. Техникум студенчĕсем 30 çамрăк çак отряд йышне кĕтĕмĕр. Эпир «Буревестник» совхоза лекрĕмĕр. Кашнине «Сталинец 6» комбайн çирĕплетсе пачĕç. Тытăнтăмăр вара комбайнсене вырмана хатĕрлеме. Совхозăн 30 пин гектар сухалакан çĕрччĕ. Çак лаптăка пĕтĕмпех кĕрхи тулă йышăннă. Çавăн чухлĕ тырра пуçтарса илме совхозăн 130 комбайн, 130 трактор пурччĕ.
Август уйăхĕнче хире тухрăмăр. Кашни агрегат валли уйрăм участок уйăрса пачĕç. Участоксене пĕчĕкрех лаптăксем çине /загонки тетчĕç/ пайланă. Кашни лаптăк тăршшĕ 4 километр, сарлакăшĕ 600 метр пулнă.
Малтанхи вăхăтра чарăна-чарăна ĕçленĕ, çапса тĕшĕленĕ тырра турттарма автомашинăсем çитмен. Çар чаçĕнчен автомашинăсем килсе çитсен вара ĕç вĕреме тытăнчĕ тесех каламалла. Казахстанра климат условийĕсем хирте çĕрĕпех ĕç-леме май параççĕ, мĕншĕн тесен сывлăм ÿкмест. Çавăнпа талăксерен 20-шер сехет таранах ĕçленĕ. Ирхине 4 сехетре вырма пуçланă, çурçĕр иртсен канма кайнă. Эпĕ хамăн комбайнпа 300 гектар выртăм, 210 тонна тырă çапса тĕшĕлерĕм. Вырма ĕçĕсем вĕçленнĕ хыççăн пире трактор çине çĕр сухалама лартрĕç. Пуçларăмăр кĕрхи тулă акма çĕр хатĕрлеме. Хамăн Т-54 тракторпа 150 гектар çĕр сухаласа хатĕрлерĕм. Ĕçри çитĕнÿсемшĕн мана «Çĕнĕ çĕрсене уçнăшăн» медальпе тата Хисеп грамотипе чысларĕç. Çак ĕçсене пурнăçланăшăн эпĕ хама телейлĕ тесе шутлатăп, мĕншĕн тесен çĕршывăн 1956 çулхи пÿлмине пуянлатассинче манăн тÿпе те пур-çке.

В.БОРМОТИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *