Пятница, 26 апреля

Уй-хирте

Уй-хирте

Выльăх-чĕрлĕхрен мĕн чухлĕ продукци туса илесси вĕсене епле апатлантарнинчен нумай килет. Çакна шута илсе районти колхозсемпе ял хуçалăх производство кооперативĕсенче тата хресчен-фермер хуçалăхĕсенче пахалăхлă утă, сенаж хатĕрлесси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ.
Июнĕн 28-мĕшĕ тĕлне районти мĕнпур хуçалăхсенче 3252 тонна ?31 процент/ утă, 3264 тонна ?16 процент/ сенаж хатĕрленĕ. Нумай çул ÿсекен курăксене пĕрремĕш хут çулма пур хуçалăх та пикеннĕ. Вĕсем çак ĕçе 4165 гектар çинче пурнăçланă. Ку вăл палăртнин 77,5 проценчĕ шутланать.
Сенаж хатĕрлес енĕпе «Слава» ЯХПК /1000 тонна/, «Асаново» ЯХПК тата «Урожай» колхоз /700-шер тонна/, «Рассвет» ЯХПК /550 тонна/, «Восток» ЯХПК /394 тонна/ аван ĕлкĕреççĕ. Утă хатĕрлес енĕпе вара уйрăмах çак хуçалăхсем палăрчĕç: Хайртдиновăн фермер хуçалăхĕ /240 тонна/, «Урожай» колхоз /230 тонна/, «Дружба» ЯХПК /200 тонна/, «Труд» ЯХПК ?180 тонна/, «Сюрбеево» ООО ?150 тонна/, Прокопьевăн фермер хуçалăхĕ /120 тонна/, «Родина» фермер хуçалăхĕ /110 тонна/, «Слава картофелю» агрофирма /105 тонна/, «Восход» ООО /100 тонна/, «Восток» ЯХПК /82 тонна/.
Механизаторсем хăйсене шанса панă ĕç вырăнĕсенче татах та тимлĕрех пулма тăрăшни куçкĕрет. Пур лаптăкри курăка кĕске вăхăтра пухса кĕртме ĕлкĕрес тесе вĕсем уй-хирте вăхăта пăхмасăр тар тăкаççĕ, килĕсене вара каç сĕмĕпе анчах таврăнаççĕ. Пуçăннă ĕçсене çывăх вăхăтра пахалăхпа пурнăçласчĕ. Ку вара — чи пахи.
Ш.ЗЕЙНУТДИНОВ,
тĕп агроном.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *