Четверг, 18 апреля

Тимлĕ пул! Асăрхан!

Тимлĕ пул! Асăрхан!

Çанталăк чылай вăхăт шăрăх. Шăпах çак тапхăрта ĕнтĕ «хĕрлĕ автан» ытларах та ытларах алхасма тытăнать. Вут-çулăм вара никама та шеллемест. Пушарта çынсем шар кураççĕ, тепĕр чух вĕсем вилнĕ тĕслĕхсем те пулкалаççĕ. Çавăнпа та çак тапхăрта уйрăмах пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнмалла. Вĕсем пирки сире район администрацийĕн ятарлă программăсен секторĕн ертÿçи Дмитрий Галкин тепре аса илтерет.
— Дмитрий Сергеевич, урамра — шăрăх çу кунсем. Хĕвел пăхнипе пĕрле вăл ума йывăрлăхсем те кăларса тăратать-çке. Вĕсенчен пĕри — пушар хăрушсăрлăхĕ. Мĕн калама пултаратăр-ши кун пирки;
— Ырă кун пултăр, хисеплĕ вулаканăм. Çапла, çу кунĕ ла-йăх, çав вăхăтрах хăрушă тапхăр. Нумай вăхăт çумăр çуманни çĕре типĕтсе ярать, çавăнпа та çак тапхăрта вăрмансене çÿрени – пысăк йăнăш. Вăрман çырлипе сăйланас текенсене вара çакна калам: вăрманта пирус туртма юрамасть. Ас тăвăр! Сÿнтерсе пĕтермен пирус тĕпĕсем — инкек пуçламăшĕ! Вăрман уçланкисене пушă кĕленчесем е урăх ăпăр-тапăр пăрахса ан хăварăр. Сунарçăсем пирки калас пулсан, шăрăх çанталăкра пăшалтан пеме юрамасть. Пиротехникăна кăмăллакансен те вăрманта питардăсемпе е çавăн евĕр ытти япалапа усă курма юрамасть. Вăрманта бензин, краççын тата ытти тĕрлĕ çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе йĕпеннĕ çĕтĕксене пăрахса хăварни ырă патне илсе çитермест. Çавăнпа та, хисеплĕ граждансем, çуллахи «типĕ» кун вăрманта, тархасшăн, питĕ асăрхануллă пулăр.
— Енчен те инкек сиксе тухрех пулсан…
— Кун чухне айăплисене тупса палăртас енĕпе ятарлă органсем тимлĕç. Айăплисен дисциплинарлă, административлă тата уголовлă майпа явап тытма тивĕ. Енчен те хĕмленсе выртакан кăвар, тĕтĕм тухнине куртăр е сисрĕр пулсан, пĕр тăхтаса тăмасăрах 01, 101, 8/83539/5-13-23 номерсемпе шăнкăравласа пĕлтерме ыйтатпăр.
— Пушар вăрманта çеç мар, кил-хуçалăхра та тухма пултарать-çке. Вулакансене инкек ан тухтăр тесе мĕн сĕннĕ пулăттăр;
— «Вăрă хăй хыççăн мĕн те пулин хăварать, пушар хыççăн вара нимĕн те юлмасть», — тенĕ ваттисем. Çавăнпа та, кайран «чавса çывăх та…», тесе каламалла ан пултăр тесен, çак сĕнÿсене шута илме сĕнетпĕр:
— кил-çурт, хуралтă тавра-шĕнче вут чĕртме, сÿнмен кĕлпе кăмрăка пăрахма юрамасть;
— çунтармалли-сĕрмелли материалсене, кивĕ сĕтел-пукана е çавăн йышши ытти хатĕрсене маччара упрама юрамасть;
— электрогазосваркăсемпе ĕçлеме тытăниччен ĕç вырăнне тирпейлĕр, пушар сÿнтермелли хатĕр те алă айĕнчех пултăр;
— çунтармалли-сĕрмелли материалсем упранакан сарайсенче, çавăн йышши ытти вырăнсенче пирус туртма юрамасть;
— çунакан кăмакасене тимлĕхсĕр хăварма юрамасть. Вĕсене пăхса тăма ача-пăчана шанни — çăмăлттайлăх;
— кăвайт тивертме бензин, краççын е ытти топливăпа усă курма юрамасть. Астăвăр, ку вăл çын пурнăçĕшĕн питĕ хăрушă! Юлташсем, тимлĕ пулăр!

А.ИСАЕВА калаçнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *