Пятница, 13 декабря

Сыхлас пулать тăван çĕршыва

Сыхлас пулать тăван çĕршыва

Нумаях пулмасть Комсомольскинче парк çумĕпе утса пыратăп. Мана хирĕç çулпа салтак ăсатакансем юрласа килеççĕ. Вăйăçи те купăсне тăрăшса тăсать. — «Ах, каяс килмест çуралнă çĕршывран;» — юрлаççĕ вĕсем. «Салтак служби пĕр çул анчах вĕт, мĕн кулянмалли пур», — ассăн сывларăм эпĕ. Тата ют çĕршыва та илсе каймаççĕ… Унччен, вăрçăччен, икĕ çул службăра пулнă. 1949 çулта эпĕ салтак тумне тăхăнсан, тÿрех приказ вуласа пачĕç: «Малашне салтакра виçĕ çул пулмалла».
Пирĕнтен аслăраххисем 6—7 çул службăра тăнă вĕт. Вăрçă иртнĕ хирсенче çÿренĕ. Темĕн чул çурăлман снарядсем, минăсем, вĕсене пуçтарса вутă шаршанĕсем пек купаласа хунăччĕ, тĕтĕм кăларса мăкăрланса тăратчĕç. Хăйсем тĕллĕнех çурăлса каяççĕ, тетчĕç. Пĕррехинче нимĕçсен тăватă кĕпçеллĕ минометне тупрăмăр. Ăна, пеме хатĕр лараканскере, çаплах пăрахса тарнă вĕсем.
Çар ĕçĕсене вĕренесси çăмăлах мар. Çĕнĕ техника, çĕнĕ тактика тата ытти те. Паллашма вăхăт та, чăтăмлăх та нумай кирлĕ. Çул çитсен кашни çамрăкăн çĕршыва хураллама каймалла. Ах, каяс килмест, текен шухăш пĕрре те пулмалла мар. Эпир, аслисем, хамăр тивĕçе чыслăн пурнăçланă.
«Сыхлас пулать Тăван çĕршыва»… Çавăн пек пулнă пирĕн юрă.
Н.СКВОРЦОВ,
Раççей Журналисчĕсен союзĕн членĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *