Çĕршыв чиккин хуралçисем — пограничниксем. Аслă Отечественнăй вăрçă пуçлансан унăн терт-нушине чăн малтанах шăпах вĕсен тÿсме тивнĕ. Мĕнле йывăр пулнă пулсан та Брест крепоçне хÿтĕлекен салтаксем пĕр уйăх пĕрре те каялла чакман. Паллах, çак тапхăрта вилекенсем те чылайăн пулнă.
Кăçал чикĕ хуралçисен çарне туса хунăранпа 100 çул çитрĕ. Çавна май «Пограничное братство» обществăлла организацин районти уйрăмĕн представителĕсем июнĕн 22-мĕшĕнче Беларуçри Брест крепоçне çитсе курнă.
— Пирĕн тĕп тивĕç — тăнăç пурнăçшăн хăйсен пурнăçĕсене шеллемен, тăшмана парăнман ентеш-салтаксене, çавăн пекех вăрçа хутшăннă мĕнпур салтака сума сăвасси. Вĕсем — паттăрсем. Эпир паттăрсен ячĕсене нихăçан та манмăпăр, — терĕç Геннадий Филипповпа Николай Юманов ветеран-пограничниксем.
«Авточупу — Брест крепоçне» мероприятие Чăваш Енĕн, Тутарстанпа Мари Эл республикисен, Екатеринбург хулин, Чулхулапа Киров облаçĕсен ветеранĕсем, пурĕ 50 çын, хутшăннă. Делегаци чле-нĕсем ыттисемпе пĕрле çак кун ирхи пилĕк сехетре Брест крепоçĕ çине тапăнни еплерех пулса иртнине хăйсен куçĕпе хăйсем курнă. Ветеран-пограничниксем каярах крепоçре экскурсире пулнă, Беловежская пущăпа Хатыне çитсе курнă. Аслă Отечественнăй вăрçăпа çыхăн-нă ытти вырăнсем те ветерансемшĕн ют пулман.
— Фашистсемпе Совет çарĕн салтакĕсем çапăçнине сăнлакан сценăсене курни чун-чĕресене пăлхатрĕ. Вăрçă, чăн та, шелсĕр çав. Вăл никама та, ниме те упрамасть, хĕрхенмест. Терт-нуша, хĕн-хур, куççульпе вилĕм анчах илсе килет вăл хăйпе пĕрле, çав вăхăтрах пин-пин, миллион çын шăпине улăштарать, хуçать. Нихăçан та тек вăрçă ан пултăр, — терĕ «Пограничное братство» организацин районти уйрăмĕн ертÿçин çумĕ Геннадий Филиппов.
А.ИСАЕВА.