Воскресенье, 19 мая

Юрă пулсан халăх пĕтмест

Юрă пулсан халăх пĕтмест

Çак кунсенче Хирти Мăнтăр ялĕнче пурăнакансем культура çуртне чаплă концерта пуçтарăнчĕç. Ĕç вăхăчĕ пулнине пăхмасăр зал лăк тулли пулчĕ, кашниех аякран —Пенза облаçĕнчи Итемкура ялĕнчен — килсе çитнĕ хăнасен пултарулăхĕпе паллашма васкарĕ.
«Асамат» фольклор ушкăнне Пенза тăрăхĕнче пĕлмен çын çук та пулĕ. Кăçал ăна йĕркеленĕренпе 40 çул çитет. Вăл тĕрлĕ çулсенчи юрра-ташша ăста çынсенчен тăрать. Ансамбле çемйи-çемйипех — ватăсенчен пуçласа шкул ачисем таранах çÿреççĕ.
— Эпĕ культура çуртĕнче тин ĕçлеме пуçласан районти юрă-ташă конкурсне хутшăнмалла пулчĕ. Ялти пултаруллă çынсемпе пуçтарăнса хăйне евĕр ушкăн йĕркелерĕмĕр, колхоза кĕнине юрă-ташă урлă кăтартса патăмăр. Çакăнтан пуçланчĕ те ĕнтĕ пирĕн пултарулăх çулĕ, — каласа кăтартать коллектив ертÿçи Нина Башкирова.
Ансамбле çÿрес текенсем нумайлансах пынă, вĕсен репертуарĕ те кунсерен пуянланнă. Паянхи кун «Асамат» ушкăнăн çитĕнĕвĕсен пухмачĕнче питĕ нумай Хисеп хучĕ, грамотăсем, дипломсем. Акă, тĕслĕхрен, Заречный хулинчи «Чун-чĕре çути» конкурсра коллектив 1-мĕш степеньлĕ лауреат пулса тăнă. Çавăн пекех вĕсем облаç, Раççей шайĕнчи чылай конкурсра çĕнтерÿçĕсен шутне кĕнĕ. Кашни паллă уявра вĕсен янăравлă сассисемпе, хавас юрри-ташшипе киленме пулать.
Ушкăн ытларах авалхи юрăсене, чăваш йăли-йĕркине халăх патне илсе çитерес енĕпе тăрăшать.
— Тĕрлĕ çулсенче сцена çинчен ĕлĕкхи туй йăли-йĕркине, çамрăксем лармана кайнине, улăха вăййа тухнине, çĕрĕлле вылянине кăтартса патăмăр. Çакна эпир çамрăксемпе ачасем авалхи йăла-йĕркесене пĕлччĕр тесе тăватпăр. Ĕлĕкхи йăласем епле интереслĕ, илемлĕ. Вĕсене тĕппипех манăçа кăларма юрамасть, — тет Нина Евгеньевна.
Палăртмалла, фольклор ушкăнĕ пирĕн района ахальтен мар килсе лекнĕ. Вĕсем Республика кунне уявлама Шупашкара çул тытаççĕ. Çула май вара Н. Башкирован кĕрÿшĕн А. Чолакăн тăванĕсем патне кĕрсе Хирти Мăнтăр ялĕнче те чаплă концерт лартса хăварчĕç. Ку вăл Республика кунĕ умĕнхи хăйне евĕр репетици тесен те юрать.
— «Ăнăçлă çемье» конкурсăн вырăнти тапхăрĕнче çĕнтерсе эпир Пензăри конкурса хутшăнтăмăр. Унта пире Иван Белозерцев кĕпĕрнаттăр: эсир Чăваш Республикинче пулнă-и, каяс килет-и тесе ыйтрĕ. Вăл пулăшнипех эпир Республика кунне уявлама килсе çитрĕмĕр. Тĕп чăвашсем патне килсе курни пирĕншĕн питĕ пысăк савăнăç. Эпир вĕçсе тенĕ пек килтĕмĕр, — савăнăçне пытармарĕ ушкăн ертÿçи.
Артистсен планĕсем пысăк, вĕсем тĕрлĕ концертсене хутшăнма, Шупашкарта хула курса çÿреме палăртнă.
— Пирĕн ялсенче ачасем чăвашла пĕлсех каймаççĕ, вырăсла калаçаççĕ. Пирĕн патра чăваш чĕлхи пĕтсе пырать, юрăра кăна тытăнса тăрать тесен те йăнăш мар. Эпир вара епле те пулин чăваш чĕлхине, чăваш йăли-йĕркисене упраса хăварас тесе тăрăшат- пăр, — палăртрĕ Нина Евгеньевна.
Чăнах та, «Асамат» ушкăнăн юрри-кĕввисем чуна пырса тивеççĕ, сăмаххисем асра юлаççĕ. Вĕсен юрри-ташшине курса киленнĕ хыççăн çакăн пек хастар та маттур çынсем пуррине кура пирĕн чăваш халăхĕн, чăваш чĕлхин пуласлăхĕ çутă та илемлĕ пулассăн туйăнать.
— Чăваш юрри-кĕввисем çĕршер, пиншер çулсем иртсен те паянхи пекех янăраччăр. Юрă пулсан халăх пĕтмест, — пĕтĕмлетрĕ Нина Башкирова.

Н.КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *