Наркомание хирĕç пурин те кĕрешмелле

Наркомание хирĕç пурин те кĕрешмелле

Çĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕ наркоманипе кĕрешмелли Пĕтĕм тĕнчери кун. Раççейре ăна 1994 çултанпа çак наркăмăшпа мĕнпур халăхăн пĕрле кĕрешмеллине аса илтерсе паллă тăваççĕ.
Наркомани чирĕ обществăра сарăлсах пырать. Унăн ви-тĕмне ытларах çамрăксем кĕрсе ÿкеççĕ. «Шурă вилĕм» тыткăнĕнчи çынсен çурринчен ытларах пайĕ — 18—30 çулсенчи вăйпитти çамрăксем. Хăшĕсем пурнăçри йывăрлăхсене тÿсеймесĕр наркотикпа туслашнă. Сăмахран, июнĕн 1-мĕшĕ тĕлне районти наркотик тутанакан 7 çын учетра тăрать. Вĕсене тăтăшах тĕрĕслеççĕ, тĕрĕс çул çине тăма ыйтаççĕ.
Наркоман хăйĕнпе пĕрле пурăнакансемшĕн те, ытти çынсемшĕн те хăрушлăх кăларса тăратать. Наркотиксемпе анранăскер, вăл хăй мĕн тунине те ăнланмасть, хаярланать, аскăнланать, путсĕрленет. Çакăн пек çын руль умне ларсан е унăн аллине пăшал лексен инкек пуласса кĕтсех тăр. Наркотиксем çынна преступлени çулĕ çине тăратаççĕ. Вĕсемпе иртĕхни СПИД, гепатит тата ытти чирсем патне илсе çитерет.
Наркомани питĕ хăвăрт сарăлать. Тĕпченĕ тăрăх, кашни наркоман вăтамран тепĕр 15 çынна наркотиксемпе усă курма вĕрентет. Вĕсемшĕн çакă тупăшлă. Енчен те сирĕн пĕлĕш е тăван кирлĕ мар йăлапа туслă пулсан çийĕнчех тивĕçлĕ мерăсем йышăнмалла: ăна сиплемелле, çийĕнчех реабилитацине ямалла. Çавăнпа та усал чиртен асăрханса наркотиксене — çук тесе калар.

Л.ЯРЫШЕВА,
тĕп больница
врач-наркологĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *