Вторник, 7 февраля

Республика хăнасене хавас

Республика хăнасене хавас
Чăваш Енре Республика кунне 1995 çултанпа уявлаççĕ. Унта çулсеренех чылай хăна пуçтарăнать. Кăçал та 33 регионтан тата Болгарипе Беларуçран пултарулăх ушкăнĕсем килĕç. 
Пĕтĕм чăвашăн Акатуйĕ июнĕн 23-мĕшĕнче тĕп хулари Хĕрлĕ тÿремре иртет. Унта Раççейĕн 15 регионĕнчен 23 пултарулăх коллективĕ, унсăр пуçне регионти районсемпе хуласенчи артистсем те хутшăнĕç —  çав йышра «Кубняночка» халăх вокал ансамблĕ те. 
Пĕтĕм Раççейри алăстисен ХVI конкурсĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн парнисене  çĕнсе илессишĕн 81 ăста тупăшĕ. Вĕсен пултарулăхне 13 номинаципе хаклĕç. «Руç ăстисем» конкурс кăçал Сĕнтĕрвăрринче Атăл çыранĕнче иртет. 
«Раççей çăлкуçĕсем» халăх пултарулăх фестивалĕ кăçалхипе 26-мĕш хут уçăлать. Куракансене Чăваш Енри ачасен пĕрлештернĕ хорĕ хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарĕ. Асăннă хор йышне районти искусство шкулĕн Ольгăпа Ираида Спиридоновасен, Тамара Сапожникова педагогсен вĕренекенĕсем кĕнĕ.  Çĕнĕлĕх — арçынсен хорĕ. Ăна Морис Яклашкин ертсе пырать. Шăматкун тĕп хулари Хĕрлĕ тÿремре «Регионсем — чикĕсĕр ĕçтешлĕх» курав уçăлать. 
Республика кунĕ Шупашкар, Сĕнтĕрвăрри хулисенче тата Красноармейски районĕнче иртмелле. Уявра асăннă районти Именкасси ялĕнче фельдшерпа акушер пункчĕ хута кайĕ. Районти Урмаел ялĕнче иртекен Сабантуйра, июнĕн 23-мĕшĕнче, Ростов облаçĕнчен килсе çитнĕ «Станица» халăх ансамблĕ, «Мертчан» /Удмурт республики/ фольклор коллективĕ юрă-ташăпа савăнтарĕç.
 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *