Июнĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енри пушара хирĕç кĕрешекен службăна тата Чăваш Республикин Çут çанталăк министерствин Вăрман хуралĕн тытăмне çĕнĕ автомашинăсен уççисене савăнăçлă лару-тăрура парса чысланă.
Палăртнă кун ятарлă службăсем пĕтĕмпе пушара хирĕç кĕрешес ĕçре усă курмалли çĕнĕ 17 машинăна тивĕçнĕ. Автомашинăсене Шупашкар, Улатăр, Элĕк, Патăрьел, Комсомольски, Хĕрлĕ Чутай, Муркаш, Пăрачкав, Шăмăршă, Елчĕк, Тăвай районĕсене панă. 11 çăмăл автомашинăпа Улатăр, Вăрнар, Йĕпреç, Канаш, Сĕнтĕрвăрри, Шупашкар, Шăмăршă, Çĕмĕрле тата Етĕрне тăрăхĕсенчи вăрман хуралĕсен тытăмне тивĕçтернĕ.
Мĕнпур техникăна республика бюджетĕнчи укçа-тенкĕпе туяннă.
Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче кăçал пуçласа регионта пушара хирĕç кĕрешессипе ĕçлекен службăсенче техника пайне тĕпрен çĕнетнине асăннă. Пушар хуралĕн служба ĕçченĕсене хăйсене шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн тав тунă.
Районти 31-мĕш пушар чаçне тивĕçнĕ «Урал АЦ-40» автомашина çăраççине районти пушар чаçĕн начальникне Сергей Алексеева савăнăçлă лару-тăрура панă. Унпа пĕрлех автомашинăна илме Сергей Краснов, Алексей Ефремов, Александр Шумилкин водительсем кайнă. Коллектив çĕнĕ автомашинăпа чăннипех те кăмăллă.
— 6 тоннăллă «Урал АЦ-40» автомашинăна тивĕçни кол- лектившăн чăн-чăн савăнăç. Тавах, Республика ертÿлĕхне. Эпир вара шаннă ĕçе яланах вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлăпăр, — терĕ Сергей Алексеевич.
А.ЕФРЕМОВА.