Пятница, 3 февраля

Конкурсра палăрнă

Конкурсра палăрнă
Патăрьел районĕнче зоотехниксен тата осеменаторсен республикăри конкурсĕ иртнĕ. Вăл теори тата практика тапхăрĕсенчен тăнă. Конкурса хутшăнакансем пур енлĕн те тупăшса хăйсен професси пĕлĕвне тата ăсталăхне кăтартса панă. Çĕнтерÿçĕсене хаклă парнесем парса савăнтарнă. «Арçынсем хушшинчи чи лайăх участник» ята район чысне хÿтĕленĕ «Рассвет» ЯХПК зоотехникĕ Петр Зверев тивĕçнĕ.
Сăмах май, П. Зверев çулсерен професси конкурсĕсене хутшăнса хăйне лайăх енчен çеç кăтартать, час-часах малти вырăнсене йышăнать. Ăна малашне те çитĕнÿсем тума сунатпăр.
 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *