Пятница, 19 апреля

Конкуренци тапхăрĕнче хăйсен вырăнне шыраççĕ

Конкуренци тапхăрĕнче хăйсен вырăнне шыраççĕ
Нумаях пулмасть  республикăри тата районсенчи массăллă информаци хатĕрĕсен ертÿçисемпе журналистсен анлă семинар-канашлăвĕ Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕр райповĕнче иртрĕ. Мăн Сĕнтĕр райповĕ пурнăç аталанăвĕнчен юлмасăр утать.  Вĕсем  çĕнĕ йышши технологисемпе туллин усă кураççĕ, ыттисене те çаплах тума сĕнеççĕ. Паянхи кун эпир кĕсье телефонĕпе, планшетсемпе анлă усă куратпăр. Çынсене сахал мар  пулăшу кÿреççĕ вĕсем. Çакна суту-илÿпе апатлану тытăмĕнче ĕçлекенсем çийĕнчех ăнланса илнине тĕлпулу вăхăтĕнче курма май килчĕ. «Фортуна» комплекс ĕçĕнче компьютер технологийĕсемпе туллин усă курма пуçлани çакна тепĕр хутчен çирĕплетсе пачĕ. Акă кафене кĕричченех QR — кодпа усă курса менюпа паллашма пулать. Çĕнĕ кафе М7 трасса çинче ларнине шута илсе кунта ĕçлекенсем хăйсен клиенчĕсене тÿрремĕнех çул çинче пынă чухнех «тытаççĕ» тесен те йăнăш пулмĕ. Инçе çула çÿрекен водительсен радиохумĕ çине тухса раципе паянхи менюпа умлă-хыçлах паллаштарса тăраççĕ. Кунта ĕçлекенсем ку мелĕн усси пуррине пытармаççĕ. Ялан апатланма çÿрекенсем те, маларах саккас паракансем те йышланаççĕ.
Çĕнĕлĕхсемсĕр паянхи пурнăçпа тан утаймастăн. Акă Чăвашпотребсоюз тытăмĕнче эквайрингпа усă курса кирек хăш магазинта тата обществăлла апатлану предприятийĕсенче банк карттипе тÿлеме май пурри çăмăллăх панине тавар туянакансем палăртаççĕ. Муркашсен кăна мар, республикăн ытти районĕсенче те вăй илсе пырать çакă. Комсомольскисем те ку  енĕпе пуçарулăх кăтартнине ырăпа асăнмалла. Унсăр пуçне МИХ ĕçченĕсене суту-илÿ сетьне автоматизациленин тĕслĕхĕсемпе паллаштарчĕç.             Ку проекта Чăвашпотребсоюз 2013 çултанпа пурнăçа кĕртме пуçланă. Çак   тапхăрта 890 магазина, 20 склада пĕтĕмĕшле автоматизацилесе çитернĕ. Çакна пурнăçлама 250 млн   тенкĕ янă. Тăкакне кура уссине те палăртмалла. Суту-илÿ сетьне автоматизацилени магазинсен ĕçне тухăçлăрах  тăвать.
Ĕçлĕ тĕлпулу вăхăтĕнче аптекăпа çĕвĕ цехĕн, çăкăр завочĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма май килчĕ. Курмалли, каласа памалли чылай. Чăвашпотребсоюз тытăмĕн ĕçченĕсем алă усса лармаççĕ, конкуренци тапхăрĕнче хăйсен вырăнне шыраççĕ. Çакă вара пĕр кунхи ĕç мар. Кун пирки канашлăва пĕтĕмлетнĕ май «çавра сĕтеле» пухăнса калаçрĕç. Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ Валерий Павлов журналистсене тачă çыхăнура ĕçленĕшĕн тав турĕ, малашне те çакăн пек турсем йĕркелесе лару-тăрупа туллинрех паллаштарассине пĕлтерчĕ. Вырăнсенчи потребительсен обществисем ялсенче пурăнакансемшĕн уйрăмах çывăх пулса юлаççĕ. Çулсеренех вĕсен ыйтăвĕсене татса парассипе, ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерессипе, хушма хуçалăха аталантарма пулăшассипе тимлеççĕ.
А.АНТОНОВА.
 
 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *