Четверг, 25 апреля

Ахăр самана пулнă вăл

Ахăр самана пулнă вăл
 
Чăннипех те çапла калас килет Тăван çĕршывăн Аслă  вăрçи пуçланнă куна. Июнĕн 22-мĕшĕнче Совет Союзĕ çине фашистсен эшкерĕ тапăнса кĕнĕ. Çав кунранпа 77 çул иртрĕ пулин те, çынсенче унăн суранĕсем тÿрленмеççĕ. Çĕршывĕпех каламăпăр та, пирĕн районта та кашни çемьех тăванĕсене  вăрçă хирĕнче çухатнă. Районтан миçен вăрçă хирне тухса кайнине, унтах выртса юлнине цифрăпа çырса кăтартмăпăр. Ун пирки темиçе хутчен те пĕлтернĕ. 
Хăрушă пулнă вăрçă. Çапăçăва хатĕрленмен  çĕршыв çине милитаристла патшалăхсем те тапăнса кĕнĕ. Германи тата унпа килĕшÿ тунă çĕршывсем питĕ пысăк вăйпа пырса тапăннă. Пирĕн çарсем малтанхи кунсенчех пысăк çухатусем тÿснĕ. «Икĕ салтака пĕр винтовка тивнĕ», — теççĕ халĕ ветерансем, историксем. Вĕсене хирĕç фашистсен лайăх хĕçпăшалланнă 10 миллион та 400 пин салтаклă çарĕ, 90250 орудипе миномет, 6677 танк, 3691 самолет, 459 çар карапĕ /вĕсенчен 260-шĕ шыв айĕнче çÿрекеннисем/ пулнă. 
Çапах та совет салтакĕсем чăтнă, темĕнле хĕн пулсан та çĕнтерĕве çывхартнă. Тăшманăн тĕп хулинче фашистсене çапса аркатнă. 
Шел, çĕнтерÿ çухатусăр пулман.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *