Чăваш Енре 2019 çул тĕлне обществăлла транспорт хатĕрĕсенче транспорт карттипе тÿлессине 70 процент таран, социаллă тÿлевсен алăри укçасăр расчетне 40 процент таран ÿстерме палăртнă. Бюджет тытăмĕнче ĕçлекенсен шалăвне пуринне те çак вăхăт тĕлне карточка çине куçарма пуçлĕç. Хальлĕхе асăннă тытăмра ĕçлекенсен 87 проценчĕ ĕç укçине çак мелпе илсе тăрать. Кăтартусене ятарлă проектра Иван Моторин премьер-министр çирĕплетнĕ.
Çавăн пекех пенси укçине тата социаллă тÿлевсене карточка çине илсе тăракансен шучĕ 36 процентран 40 процент таран, социаллă тÿлевсемпе пенси укçине кирлĕ çĕре илсе çитерме пулăшакан кредит организацийĕсен шучĕ 59 процентран 70 процента çити ÿсĕ. Маларах планланă тăрăх, коммуналлă пулăшусемшĕн тата обществăлла транспорт хатĕрĕсенче çÿренĕшĕн карттăри укçапа тÿлесси 70 процента çитĕ. Хальлĕхе ку кăтартусем 40 тата 55 процентпа танлашаççĕ.
Палăртнине пурнăçа кĕртес тĕллевпе банксен тата кредит организацийĕсен ертÿçисемпе, ертÿлĕх компанийĕсемпе ятарлă канашлусем йĕркелĕç, «Мир» карттăпа, транспорт карттисемпе анлăрах усă курас енĕпе ĕçлĕç.