Пятница, 27 января

Алексей Леонтьев – «Остана» премийĕн лауреачĕ

«Остана» литература премие Италири окситан халăхĕн /пурĕ вĕсем Пьемонт регионĕнче 200 пин çынна яхăн/ чи сумлă организацийĕ сахал йышлă тĕп нацисен чĕлхисене упраса хăварас ĕçри пултаруллă та сумлă деятельсене параççĕ. Иртнĕ 10 çул хушшинче мĕнпур континентри 30 чĕлхе /этнос/ çыннисене çак енсемпе хавхалантарнă, куçару, музыка, кино, çамрăксем, окситан чĕлхи, Италири сахал йышлă тĕп чĕлхе, «халăхсен хушшинчи преми», çавăн пекех черетсĕр премисем.
Алексей  Леонтьевсăр     пуçне,  кăçалхи  лауреатсем  Мексикăран /масатекс чĕлхи/, Косовăран /албан/, Ирландирен /ирланд/, Францирен /окситан/, Испанирен /каталан тата баск/,  Италирен /словен/. Тĕнчери чĕлхесене популяризациленĕшĕн Боб Хольмена /АПШ/ черетсĕр премипе хавхалантарнă.
Алексей Леонтьев, «Хыпар» Издательство çуртне 23 çул ытла ертсе пынăскер, «КИЛ» литература альманахăн издателĕ тата тĕп редакторĕ, чăвашсен пĕрремĕш хаçачĕн историйĕпе унăн никĕслевçин Николай Никольский профессорăн биографине тĕпчесе çырнă монографисен авторĕ, Раççей Писательсен союзĕн членĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ăслăлăх ĕçченĕ — асăннă премие /куçару пултарулăхĕшĕн/ Раççейре тивĕçнĕ пĕрремĕш çыравçă.
Алексей Леонтьев Александр Гринăн 89 калавĕпе 6 романне ?5 том/, Александр Беляевпа Алексей Толстойăн 2-шер романне пичетлесе кăларнă. Михаил Лермонтовăн «Пирĕн вăхăтри герой» романне, Джек Лондонăн 2 романне, 18 калавне куçарнă. Преми сайтĕнче кĕскен тата ятарлă сборникре анлăн тăван чĕлхепе тата итальянла лауреатсен произведенийĕсен сыпăкĕсене пичетленĕ. Алексей Леонтьев Джек Лондонăн «Шурă асав шăл» /«Белый клык»/ романĕпе чăвашла тата итали чĕлхипе паллаштарать.
Преми йĕркелÿçисем лауреатсем унпа хăйсен пичете хатĕр хайлавĕсене кăларасса шанаççĕ.
Преми девизĕ: «Чĕлхесен пĕрле тата килĕшÿлĕхре пурăнмалла»: тĕллевĕ —сахал йышлă нацисен чĕлхисен прависене тĕнче цивилизацийĕн универсаллă пуянлăхĕ вырăнне йышăнса хÿтĕлемелле.
— Преми панă чухне хамăр халиччен пач пĕлмен е сахал пĕлнĕ чĕлхепе калаçнине итлесе савăнăпăр. Пирĕн тĕп тĕллев — хамăрăн аудиторие сахал йышлă халăхсен чĕлхисем хăрушлăхра пулнине аса илтересси. Мĕнпур халăх чĕлхисене упрас тата сыхласа хăварас ыйту та çав тери çивĕч, — тенĕ премин тĕп йĕркелÿçи, Novas d’Occitania хаçатăн тĕп редакторĕ Инес Кавалканти.
«Остана» преми парассине халаллакан савăнăçлă мероприятисем тĕлне Италири чи пысăк тиражлă Corriere della Sera ?«Каçхи хыпарçă», Миланра 1876 çултанпа тухать/ хаçатра лауреатсем хăйсен чĕлхинчи пĕр-пĕр сăмаха тишкерсе эссе жанрĕпе çырнă кĕске хайлавсем пичетленсе тухмалла. Алексей Леонтьев тăван чĕлхе темине суйланă.
Лауреатсене кăçалхи çĕртме уйăхĕнче Остана ялĕнче /Пьемонт регионĕ, Итали/ чыслаççĕ.
Лауреат пирки итальянла тĕплĕнрех — çак сайтсенче: http://www.chambradoc.it/Novas-n178-Mai-018.page?docId=23427; http://www.chambradoc.it/Novas-n178-Mai-2018.page?docId=23409. «Яндекс-переводчик» веб-сервис текстсене вырăсла куçарать.
Эктор АЛОС-и-ФОНТ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *