Суббота, 20 апреля

Хаçат çырăнтăм та арманлă пултăм

— тет Çĕнĕ Кипеç ялĕнче пурăнакан Галина Тарасова.
Районти ĕçпе юрă тата спорт уявĕнче «Каçал ен» хаçат çырăнса илекенсем хушшинче лотерея вылявĕ йĕркелерĕмĕр те тĕп парне хуçине палăртрăмăр. Хисеплĕ вулакан çак кун Акатуя çитеймен пулин те, выляса илнĕ парнене редакцие килсе илчĕ. Редакцие район хаçатне çырăннине çирĕплетекен квитанцисене чăннипех те нумайăн килсе пачĕç. Пурĕ — 389 квитанци.
— Паянхи кунччен лотерея вылявне нихăçан та хутшăнса курманччĕ. «Каçал ен» хаçат страницисенче выляв пулнине вуласассăн, хутшăнса пăхма шутларăм. Тен, арманлă та пулăп, терĕм. Паян кил-тĕрĕшре усă курмалли питĕ лайăх хатĕр вăл. Телейĕм хамăн алăрах пулчĕ иккен. Эпĕ — тĕп парне — арман хуçи. Тавах, — терĕ савăнăçне пытармасăр Галина Витальевна.
Сăмах май каласа хăварас пулсассăн, Галина Тарасова «Каçал ен» хаçатпа паян çеç туслă мар, ăна чылай çул çырăнса илет.
— Район хаçачĕ кашни килтех пулмалла тесе шутлатăп. Унти кашни материала пĕр саспалли сиктермесĕр вулатăп. Ыттисене те ăна çырăнса илме сĕнетĕп. Тен, ман пекех парне те выляса илĕр, — терĕ ырă сунса Галина Витальевна.
А.ЕФРЕМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *