Пятница, 19 апреля

Каникул инкексĕр ирттĕр

Каникул инкексĕр ирттĕр

Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерстви çуллахи каникул вăхăтĕнче ашшĕ-амăшĕсене ачисен хăрушсăрлăхĕ çине тимлĕх уйăрма ыйтать.
Каникул пуçланнă май ачасем вăйă тата спорт площадкисенче, картишсенче, кÿлĕсем хĕрринче час-часах пулаççĕ. Аслисем яланах вĕсене сăнаса та тăраймаççĕ. Çавăнпа та ШĔМ аса илтерет: ачăрсене çул çинче хăйсене мĕнле тытмалли çинчен каласах тăрăр, пĕвесенче шыва кĕнĕ чухнехи хăрушсăрлăх правилисемпе паллаштарăр, хĕвел çинче нумай çÿремелле маррине ăнлантарăр.
Енчен те çемьепе çут çанталăкпа киленме пĕве е кÿлĕ хĕррине кайрăр пулсан, шыва кĕме таса, шыв айĕнчи курăксемсĕр, юшкăнсăр вырăна суйламалла. Шыв хĕрринче вылякан ачасене хăйсем тĕллĕн хăвармалла мар. Ачасене тĕрлĕ каçмасенчен шыва сикме, аслисем çук чухне чăмса выляма ирĕк памалла мар.
Тĕпренчĕкĕрсене урамра хăйсене мĕнле тытмалли çинчен аса илтерсех тăрăр. Çапла, ют çынсемпе, палламан çамрăксен пысăк ушкăнĕсемпе калаçма, çĕрлеччен урамра çÿреме, путвалсенче, чартаксенче, çын пурăнман çуртсенче тата пушă сарайсенче, çырмасенче выляма юраманнине ăнлантарса парăр. Унсăр пуçне палламан çынсем патне машинăна ларма е вĕсем хушнине пурнăçлама юраманни çинчен те шăпăрлансене каласа ăнлантарăр. Енчен те ача хăрушлăха лекнĕ пулсан пулăшу ыйтса кăшкăрма ан вăтантăр.
Каникул вăхăтĕнче ачасем час-часах килте аслисемсĕр юлаççĕ. Çавăнпа та вĕсене электроприборсемпе ĕçлемелли правилăсене вĕрентмелле. Ĕçлекен электроприборсене лартса хăварма, вилкăна розеткăран кăларнă чухне пралукран çеç тытма, розеткăна тĕрлĕ япаласем чикме юрамасть. Палламан çынсене алăк уçма юраманни çинчен аса илтерсен те вырăнлă пулĕ. Чÿречесем çине ятарлă фиксаторсем, блокираторсем вырнаçтарсан аван. Вĕсем ачасем чÿречерен ăнсăртран тухса ÿкесрен сыхлĕç.
Енчен те ачасем çуллахи лагерьсене канма каяççĕ пулсан, хăйсен япалисене /кĕсье телефонĕ, фотоаппарат тата ыт. те/ упрамалли çинчен, аслисене пĕлтермесĕр лагерь территорийĕнчен тухса кайма юраманни çинчен асăрхаттармалла.
Р.ЖУКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *