Уяв çынра патриотлăх туйăмне çĕклет

Уяв çынра патриотлăх туйăмне çĕклет

Июнĕн 12-мĕшĕ — Раççей кунĕ. Çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ уяв. Вăл этем прависемпе ирĕклĕхĕсем, демократипе уççăнлăх, тăнăçлăхпа çураçу принципĕсем тĕп вырăнта пулнине уççăн пĕлтернĕ аслă патшалăхăмăрăн аталанăвĕнчи çĕнĕ тапхăра сăнарлать. Паллах, кашни уяв — пĕлтерĕшлĕ, сумлă. Çапах та Раççей кунĕ пире, кашни халăха, çынна, эпир тĕрлĕ чĕлхепе калаçсан та, тĕрлĕ йăла-йĕркепе пурăнсан та, пурте пĕр кил-йышпа, пĕр кил-çуртра пурăннине ăша хывтарать.

 

Геннадий Ракчеев, Аслă Çĕрпÿел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:

— Паянхи Раççей кунĕ — ирĕклĕх, граждан тăнăçлăхĕн, халăхсен пĕтĕçÿлĕхĕн уявĕ. Вăл тăван патшалăхăмăрăн паянхишĕн тата пуласлăхĕшĕн яваплăх символĕ пек туйăнать. Уяв пире хамăр патшалăхăн тивĕçлĕ гражданинĕсем пулнине, пĕр ĕмĕт-тĕллевпе, килĕ-шÿлĕхре пурăннине туйма пулăшать. «Эпĕ — Раççей çынни!» ăнлав политикăри пушă аргумент ан пултăр, çĕршывра пурăнакан кашни çын чунĕнче мăнаçлăх туйăмĕ вăраттăр.

 

   Ферит Гибатдинов,  «Чăваш Республикинчи тутарсен наципе культура автономийĕ» обществăлла организаци

председателĕ:

— Раççей кунĕ пирĕн аслă патшалăхăмăрăн пĕрлĕхне, хăватне, вăйне, никама пăхăнманлăхне яр-уççăн çирĕплетет. Раççей ют çĕршывсемпе хăйĕн хушшинчи хутшăнусене пĕр-пĕрне хисеплени тата пĕртанлăх принципĕсем çинче йĕркелет, терроризмпа çине тăрса кĕрешет, тĕнчери лару-тăрăва лайăхлатассишĕн тăрăшать. Эпир пурте мирлĕ пурнăçшăн. Вырăсĕ, тутарĕ, чăвашĕ — пĕр çемьери пек килĕштеретпĕр. Çак сумлă уяв пирĕн чĕресенче ăшă туйăм вăраттăр, хамăр хăвата ÿстерсех пыма вăй-хал патăр.

 

Светлана Токмакова, «Пучах» ача сачĕн заведующийĕ:

— Раççей кунĕ — пирĕн çĕршывăн тĕп уявĕ. Вăл «çамрăк-ха», хальтерех кăна патшалăх уявĕсен календарĕнче хăйĕн вырăнне йышăнчĕ. Çак кун эпир çĕршывăмăршăн, халăхăмăршăн мăнаçланатпăр. Июнĕн 12-мĕшĕнче çынсем ялавсемпе, хăюсемпе урамсене тухаççĕ.

Уяв çынра патриотлăх туйăмне çĕклет. Ку — чи кирли.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *