Майăн 22-мĕшĕнчен пуçласа районти халăха социаллă пулăшу паракан центрта пурнăçри йывăр лару-тăрăва лекнĕ ачасене сывлăха çирĕплетекен лагерьсене пĕрремĕш сменăна канма кайма путевкăсем параççĕ.
Кăçал çак шутран пĕрремĕш сменăра 13 ача канĕ. Вĕсенчен опекăна илнĕ ачасем — 4, сахал тупăшлă çемьесенчи ачасем — 4, социаллă хăрушлăхри çемьесенчи ачасем — 2, 5 е ытларах ачаллă çемьесенчи ачасем — 2.
Профильлĕ хор смени «Солнышко» лагерьте июнĕн 5-мĕшĕнче пуçланать. Унта халăха социаллă пулăшу паракан центр 5 ачана ярать: нумай ачаллă çемьесенчи 3 ача тỹлевсĕр канĕ, сахал тупăшлă çемьесенчи 2 ачан путевка хакĕн 5:-не тỹлемелле (715 тенкĕ те 90 пус).
Аса илтеретпĕр: путевка хакĕн 5:-не çеç тỹлесе сывлăха çирĕплетекен лагерьсенче çак категорисенчи ачасем канма пултараççĕ:
— опекăна е попечительлĕхе илнĕ ачасем;
— сахал тупăшлă çемьесенче пурăнакансем;
— пурнăçри йывăр лару-тăрăва лекнĕ ачасем (беженецсен е переселенецсен ачисем, экстремаллă лару-тăрăва лекнĕ ачасем тата ыт. те).
Тỹлевсĕр путевкăсене вара инвалид-ачасене, 5 тата ытларах ачаллă çемьесенчи, çул çитменнисемпе ĕçлекен комиссинче шутра тăракан çемьесенчи ачасене параççĕ.
Çакăн пек майпа ачисене лагере ярас текенсене район администрацине (1-мĕш хут, 12-мĕш кабинет) пыма чĕнетпĕр. Социаллă ĕç специалисчĕ — Светлана Васильевна Дмитриева, телефон 5-10-02.
Н.КАЛАШНИКОВА.