Районти ял хуçалăх предприятийĕсем çурхи ака ĕçĕсене вĕçлесе пыраççĕ.
Майăн 28-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсем, фермер хуçалăхĕсем çурхи культурăсене акса пĕтернĕ (99 процент). Икĕ хуçалăхра, «Пайгас» ЯХПК тата «Госсорткомисси» ФПУра çеç, ĕçсене вăхăтра пурнăçлайман. Вĕсем ку енĕпе ĕçлеççĕ.
«Çĕрулми лартас енĕпе те тухăçлă ĕçленĕ. Хуçалăхсем иккĕмĕш çăкăра 938 гектар çинче лартнă. Ку палăртнин -89 проценчĕ. Пахча çимĕç культурисене те 99 гектар лартнă, планпа килĕшỹллĕн ку ĕçе 121 гектар çинче пурнăçламалла. Ĕçе ыран-паян вĕçлеççĕ. 463 гектар куккурус, 270 гектар рапс акнă», — пĕлтерчĕ район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн агрономĕ Шамиль Зейнутдинов.
Хуçалăхра ĕç кал-кал пыни ĕçченсем тăрăшуллă та маттур пулнинчен нумай килет. Кун пирки ял хуçалăх производство кооперативĕсен ертỹçисем те çирĕплетеççĕ.
— Акă, çурхи ĕçсене майăн 3-мĕшĕнче пуçăнтăмăр та, иртнĕ эрнере ĕçсене вĕçлерĕмĕр. Хуçалăхри ĕçченсем маттур пулнăран ĕçсене вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçларăмăр. 1086 гектар çинче çурхи культурăсене акрăмăр, 65 гектар çĕрулми лартрăмăр, 10 гектар хĕрлĕ кăшман, 20 гектар сахăр кăшманĕ, 100 гектар пĕр çул ỹсекен курăк акрăмăр. Ĕнсе çинчен йывăр çĕклем пăрахнă пекех туйăнчĕ. Çумăр виçĕ-тăватă хут çусассăн тухăç аван пулмалла, — терĕ ĕç-хĕлпе паллаштарса «Дружба» ЯХПК агрономĕ Андрей Яковлев.
Хуçалăхра маттур ĕçленине ỹсĕмсем çирĕплетеççĕ. Коллективри ĕçченсем пурте пуян опытлă. Акă, Долговсен çемйинех илер-ха. Пĕртăван Василипе Павел хуçалăхра 30 çула яхăн ĕçлеççĕ. Василий ывăлĕсем Александрпа Евгений те ашшĕ çулне суйласа илнĕ. Вĕсем — трактористсем. Кулленхи ĕçре Василий Павлович ывăлĕсене сахал мар вĕрентсе пырать. Вĕсем шанса панă ĕçе тỹрĕ кăмăлпа, яланах вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлаççĕ. Çамрăксем çĕр ĕçĕнчен ютшăнмаççĕ. Долговсен çемйи (сăн-ỹкерчĕкре) çурхи ака ĕçĕнче чи маттур ĕçлекеннисен йышĕнче пулнă.
А. ЕФРЕМОВА.