Шурут çыхăну уйрăмĕ, халăх иртсе çỹрекен вырăнта вырнаçнине пула, ваттине те, çамрăккине те хăй патне туртать —
Халăх пирĕн пата тĕрлĕ ĕçпе кĕрсе тухать. Пĕрисен газ укçи тỹлемелле, теприсен — электроэнергишĕн. Виççĕмĕ-шĕсем вара пирĕн пата кулленхи таварсем туянма кĕреççĕ. Эпир халăх ыйтнине туллин тивĕçтерме тăрăшатпăр. Халĕ çырăнтару тапхăрĕ пырать. Çынсем ытларах район хаçатне çырăнаççĕ, çав вăхăтрах республикăра тухса тăракан периодика изданийĕсемпе те кăсăкланаççĕ. Чи вуланаканнисен шутне «Чăваш хĕр-арăмĕ», «Çамрăксен хаçачĕ», «Хресчен сасси. Кил», «Кил-çурт, хушма хуçалăх» тата «Тантăш» хаçатсене кĕртес килет, — тет почта начальникĕ Надежда Зотова, вырăнти ĕç-хĕлпе паллаштарнă май.
Надежда Федотовна Шурут çыхăну уйрăмне иртнĕ çулхи декабрьте анчах ертсе пыма пуçланă, апла пулин те ĕçтешĕсем ăна тараватлăхĕпе ăшă кăмăлĕшĕн, пултаруллă пулнишĕн хисеплеççĕ, сума сăваççĕ. Хĕрарăм унччен Анат Тимĕрчкасси çыхăну уйрăмне 9 çул ертсе пынă. Шурут çыхăну уйрăмĕнче тăватă почтальон ĕçлет. Тăрăшуллăскерсен кашнийĕнех çурăм хыçĕнчи сумки тем пек йывăр пулсан та вĕсем хăйсен ĕçне чăннипех юратаççĕ.
— Пирĕн ĕç йăлтах çын çинче, çавна май вĕсене хаçат-журнал урлă савăнăç илсе çитерме тата вĕсен хаваслă сăнĕсене курма çав тери кăмăллă. Ял халăхне чун апачĕ яланхиллех кирлĕ. Çакна эпир тепĕр чух хăйсем юратнă хаçат-журналĕсене çырăнса илме манса кайнишĕн пăшăрханнă самантсенче ытларах туятпăр. Çавна май çак ыйтăва пĕрле татса пама çул-йĕрсем шыратпăр, — теççĕ Роза Макова, Ольга Морозова, Любовь Анисимова, Кефия Умерова почтальонсем.
Ольга Морозовăпа Любовь Анисимова — Шурут çыхăну уйрăмĕнчи чи нумай ĕçлекен почтальонсем. Ыттисен те асра юлнисем сахалах мар. Ара, вĕсем, пăрчăкан евĕр чиперккесем, çак тапхăрта çĕршер километр сукмак такăрлатман-ши?! Пĕрисене ăшă сăмахпа, теприсене ырă хыпарпа кăмăлне çĕклемен-ши?! Çапла, почтальон ĕçĕ, чăн та, çăмăллисен йышĕнчен мар.
Эпир калаçса тăнă хушăра çыхăну уйрăмне чылай çын кĕре-кĕре тухрĕ. Ыйтăвĕсем, паллах, кашнийĕн тĕрлĕрен.
— Эпĕ те çитрĕм. Çырăнтару тапхăрĕ пырать терĕç, юратнă кăларăмсăр юлас килмест-çке… «Каçал ен» хаçата çырăнассишĕнех сирĕн пата çитрĕм. Ăна вуласа чуна уçатăп. Çавăн пекех район, республика тата Раççей шайĕнче пулса иртнĕ хыпар-хăнарпа та ун урлах паллашатăп. Юратнă кăларăмсăр пурăнай- мастăп, мĕншĕн тесен эпĕ унпа тахçанах туслă, — терĕ Иван Михайлович Матросов пенсионер (сăнỹкерчĕкре).
Хăйĕн шухăш-кăмăлне палăртса пирĕн вулаканăмăр «Каçал ен» хаçата малашне те ăнăçусем тата тивĕçлĕ вулакансем сунчĕ.
А.ИСАЕВА.