Вторник, 15 октября

Пĕр ĕмĕр çитнине паллă турĕç

Пĕр ĕмĕр çитнине паллă турĕç

Майăн 28-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççей — Сахалинран пуçласа Калининград облаçĕ таранах — çав шутра «Пограничное братство» обществăлла организацин районти уйрăмĕ те Пограничник кунне уявларĕ.

Патшалăх чиккине хураллама пин-пин чăваш каччи хутшăннă. Халĕ те пирĕн халăхăн маттур ывăлĕсем пограничниксен çарĕнче хĕсметре тăрса паттăрлăхпа хăюлăх кăтартаççĕ. Хальхи тапхăрта тата пурнăçăн тĕрлĕ вăхăчĕсенче хĕсметре тăнисене сума суса районти симĕс карттуслисен ячĕпе лартнă палăк умĕнче савăнăçлă митинг иртрĕ. Пограничниксемпе çак кун район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, Елчĕк тата Комсомольски районĕсен çар комиссарĕ Сергей Данилов, Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Митюков, «Морское братство», «Ассоциация ветеранов ГСОВГ-ГСВГ-ЗГВ и стран Варшавского договора» обществăлла организацисен ертỹçисем тата ыттисем те пĕрле пулчĕç.

Митинга «Пограничное братство» организацин районти уйрăмĕн ертỹçин çумĕ Анатолий Терентьев уçрĕ. Вăл тус-юлташĕсене уявпа саламланă хыççăн район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов сăмах илчĕ.

— Эсир хăвăра шаннă тивĕçе çĕршыв умĕнче чыспа пурнăçланă, халĕ те пурнăçлатăр. Сирĕн малашне те хальхи пекех патвар, мал ĕмĕтлĕ пулмалла пултăр. Уяв ячĕпе сире! — терĕ Александр Николаевич пограничник-ветерансене саламланă май.

Сергей Данилов комиссар вара пухăннисемпе курма килнĕ хăнасене пограничниксен историйĕпе паллаштарчĕ. Çар службинче паян тăракан пограничниксем пурте контракт мелĕпе кайнă яшсем иккенне асăнчĕ.

Çар служби вăхăтĕнче чикĕ хуралланă тусĕсене «Пограничное братство» обществăлла организаци ертỹçисем Тав хучĕсемпе Хисеп грамотисем, «100 лет Пограничным войскам» медаль тата кĕнеке парса чысларĕç. Унтан пограничниксен палăкĕ умне чĕрĕ чечексем хучĕç.

Савăнăçлă митинг хаваслă та патриот туйăмлă юрăсемсĕр иртмерĕ. Комсомольскинчи культурăпа кану центрĕн артисчĕсем шăрантарнă юрăсем пурне те килĕшрĕç.

Кăнтăрла иртсен районти пограничниксем Кивĕ Сĕнтĕр ялне çул тытрĕç. Çак кун унта симĕс карттуслă салтаксен профессине туса хунăранпа пĕр ĕмĕр çитнине халалласа хăпартнă палăка савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç.

                                                                                                                                                                      А.ИСАЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *