Понедельник, Октябрь 22

Коррупцие хирĕçле — пĕрле

Коррупцие хирĕçле — пĕрле

 Чăваш Республикин прокуратурин пресс-служби РФ Генеральнăй прокуратури «Коррупцие хирĕçле пĕрле» ятпа социаллă рекламăн Пĕтĕм тĕнчери çамрăксен конкурсне ирттерессине пĕлтерет. Унта 14-35 çулсенчи ачасемпе çамрăксем хутшăнма пултараççĕ. Конкурс валли плакат е видеоролик евĕр ĕç хатĕрлемелле.

Çĕнтерỹçĕ ятне тивĕçме Раççейри кăна мар, Армени, Беларуç, Казахстан, Кăркăсстан, Таджикистан çамрăкĕсем те тупăшĕç. Ку çĕршывсем пурте — Патшалăхсем хушшинчи коррупцие хирĕç кĕрешессипе тимлекен канаша кĕреççĕ.

Конкурс правилисемпе РФ Генеральнăй прокуратурин сайтĕнче паллашма пулать. Заявкăсене июлĕн 2-мĕшĕнчен октябрĕн 19-мĕшĕччен www.anticorruption.life официаллă сайтра йышăнаççĕ.

Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене Дипломсем, хаклă парнесем кĕтеççĕ.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code