Тăршуллă та маттур

Тăршуллă та  маттур

Майăн 24 -мĕшĕнче Чăваш Республикин суту-илÿ тата промышленноç палатинче «Бизнесри хĕрарăмсем» республикăри форум иртнĕ. Ăна Раççейри Предпринимательство кунне халалланă. Шăпах форумра тĕрлĕ сферăра маттур тăрăшакан пултаруллă хĕрарăмсене чысланă.
Асăннă форума пĕчĕк предприниматательство ĕçĕнче маттур ĕçлесе пыракан Алина Зайцева та хутшăннă. Алина Геннадьвна предпринимательствăра пуçласа утăмсем тăвакансен йышĕнче мар, вăл ĕçе пуçăннăранпа 11 çул çитнĕ. Алина районта пуçласа «Орхидея» чечексен салонне уçнине кашниех ас тăвать. Унтанпа чылай вăхăт иртрĕ пулин те район çыннисене тивĕçтерекен чечексен салоне вăй илсе пыни куç умĕнчех. «Орхидея» салонта букет тумалли, килте, урамра ÿстермелли чечексем, тĕрлĕ чечек, пахча-çимĕç вăррисем, виноград тĕммисем тата пахчара кирлĕ ытти хатĕр-хĕтĕрсене сутаççĕ. Салонта çулталăкĕпех чуна илĕртекен чечек çыххисемпе сĕнеççĕ.
Алина Зайцева предпринимателĕн тĕллевĕ —  туянакансен кăмăлне туллин тивĕçтересси. Çавна май вăл час-часах ятарлă вĕренÿ курсĕсенче ăсталăхне ÿстерет, мастер-классене хутшăнать, конкурссенче тупăшма та вăхăт тупать.
Форумра Алина Зайцевăна Чăваш Республикинчи предпринимательсен правине хÿтĕлекен уполномоченнăйĕн А.Н. Рыбаковăн Тав хучĕпе чысланă.
Районти Хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Валентина Курицына палăртнă тăрăх, Алина Зайцева хăйĕн ĕçнче çитĕнÿсем тунипе çеç çырлахмасть, вăл обществăлла ĕçсене те хастар хутшăнать, спонсăрла пулăшусем те сахал мар кÿрет.
— Пĕр сăмахпа каласассăн,  ĕçре маттур, килти – ăш пиллĕ хĕрарăм, хисеплĕ мăшăр, юратнă анне. Конкурссене хутшăнса çитĕнÿ туни, республика шайĕнче тăрăшуллăхне палăртни вара уйрăмах хавхалантарать, — терĕ Валентина Николаевна ентеш çитĕнĕвĕпе савăнса.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *