Понедельник, 14 октября

Тухăçпа савăнас ĕмĕтпе ĕçлетпĕр

Тухăçпа савăнас ĕмĕтпе ĕçлетпĕр

Ял хуçалăх предприятийĕсенче — хĕрỹ ĕç вăхăчĕ. Кашни кунпа пĕлсе усă курни, ĕçе вăхăтра пурнăçлани темрен те пахарах. 

«Рассвет» ял хуçалăх предприятийĕнче паянхи кун пикенсех çĕрулми лартаççĕ. Вĕсем хальлĕхе ĕçе 75 гектар çинче пурнăçланă. Михаил Афанасьев председатель каланă тăрăх, «иккĕмĕш çăкăр» валли уйăрнă лаптăк пĕтĕмпе 120 гектарпа танлашать. Денис Киселев тракторист çĕр хатĕрлесе тăрать. Сергей Пыркин механизатор, Андрей Матросов, Николай Шурин, Валерий Соловьев ĕçченсем шаннă ĕçе вăхăтра пурнăçлаççĕ. Ир-ирех ĕçе кỹлĕнеççĕ те, мĕн каç пуличченех хирте тăрăшаççĕ.

— Кăçал та, пĕлтĕрхи пекех, çĕрулмин «Гала» тата «Рокко» сорчĕсене лартрăмăр. Вăрлăхлăх çĕрулми 1-мĕш репродукциллĕ. Иртнĕ çул çĕрулми тухăçĕпе кулянтармарĕ, кăçал та тухăçпа савăнас ĕмĕтпе ĕçлетпĕр, — пĕлтерчĕ «Рассвет» хуçалăхăн агрономĕ Алексей Игнатьев.

Юнашар уйра та ĕç вĕрет. Владимир Коноплев механизатор тăрăшсах, çум курăксенчен сыхланса, уй-хир культурисене гербицид сапать. Çак ĕçе хуçалăх 163 гектар çинче пурнăçланă.

— Часах куккурус акма пикенĕпĕр. Çанталăкĕ анчах аван тăтăрччĕ. Уйра ырми-канми тăрăшни сая ан кайтăр. Лайăх тухăç вăл çанă тавăрса нумай тар тăкнине юратать, — терĕ Михаил Романович.

А.ДЕНИСОВА. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *