Марафона тỹпе хывар!

Марафона тỹпе хывар!

Чăваш Республикинче «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыр кăмăллăх марафонĕ пырать. Унăн тĕллевĕ — ачалăха хỹтĕлесси, сусăр, тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн хỹттисĕр юлнисене пулăшасси, ачалăхпа çыхăннă ырă кăмăллăх программисене пурнăçа кĕртме укçа-тенкĕ пухасси. Вăл пин-пин çынна пĕр чăмăра пуçтарать. Унăн пухмачĕ кунсерен пуянланать.

Марафон хăйĕн пĕлтерĕшне çулсерен ỹстерет çеç мар, ырă ĕç тăвакансен йышĕ те çулленех ỹсет. Организацисемпе предприятисенче тăрăшакансем, влаç органĕсен ĕçченĕсем, пенсионерсем, шкулсемпе ача сачĕсем пурте ыр кăмăлăх пỹлмине тултарма тỹпе хываççĕ. Майăн 20-мĕшĕ тĕлне районта пурăнакансем 169021,00 тенкĕ укçа хывнă. Унăн пухмачĕ малашне кунсерен ỹссе пырассинче иккĕленỹ çук. Эсир, хисеплĕ вулакансем, хăвăрăн тỹпене хывма манман-и?

Тĕрĕссипе, пухмача кам мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ хывни мар, çул çитмен ачасен пурнăçне лайăхлатмашкăн пирĕнтен кашниех чун ăшши хĕрхенменни пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа та марафона укçа-тенкĕ хывма ан манăр, ырă туни ырăпа таврăнать.

Реквизитсем: Получатель, ЧРО ООБФ «Российский детский фонд».

ИНН 2128005408, КПП213001001

Расчетный счет 40703810075220160067

В Отделении № 8613 Сбербанка России г. Чебоксары.

БИК 049706609, к/с 30101810300000000609.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *