Ĕç пуçлама вăхăтне пĕлес пулать, — тенĕ ĕлĕкех чăвашсем. Кашни ĕçе вăхăтра пурнăçланине мĕн çиттĕр ĕнтĕ? Уйрăмах çакă çĕр ĕçченĕсене пырса тивет. Ара, вăхăтра çĕре сухаласа, вăрлăха акса-лартса хăварнипе кĕркунне епле тухăç илесси тỹрремĕнех çыхăннă-çке. Çакна тĕпе хурса ĕçлеççĕ те «Асаново» ял хуçалăх производство кооперативĕнче. Хуçалăх уйĕсенче ĕçсем хĕрỹ пыраççĕ. Лару-тăру мĕнлерех пулнипе вырăнта паллашас тĕллевпе уй-хире çитсе куртăм. Хуçалăх ертỹçипе Александр Николаевич Бахтеровпа тĕл пултăм.
Çĕр ĕçченĕсем çурхи хĕвеллĕ çанталăкпа туллин усă курма тăрăшни кунта çитсессĕнех палăрчĕ. Уйра техника шавĕ пĕр самантлăха та чарăнмасть. Тракторсем пĕрин хыççăн тепри кĕрлесе иртеççĕ, автомашинăсем те кунтах. Паян ĕçченсем 5-мĕш уйра урпа акаççĕ.
— Çурхи кунпа туллин усă курса ака ĕçĕсене кĕске вăхăтрах вĕçлеме тĕллев лартнă. Анчах та хăш-пĕр уйра вырăн-вырăн çĕр пиçсе çитмен лаптăксем те пур-ха, йĕперех. Апла пулин те паянхи куна аван ĕçлесе пыратпăр. Хальлĕхе çурхи акана 480 гектар çинче пурнăçланă. Урпа, сĕлĕ, пăрçа, тулă акнă тата куккурус акмалла, — паллаштарчĕ уй-хирти ĕçсемпе Александр Николаевич.
Хуçалăхра вăрлăх çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. «Мĕн акатăн, çавна пуçтарса илетĕн» каларăша тĕпе хурса ĕçлеççĕ. Çавăнпа та хуçалăхра суперэлита тата элита вăрлăх акма тăрăшаççĕ. Тĕслĕхрен, кăçал Асанкассисем урпан «Память Родиной», пăрçан «Дударь», сĕллĕн «Адама», туллăн «Московская-35» элита вăрлăхĕсене акнă. Ытти вăрлăхсем те 1-2 репродукциллĕ.
Уйра тăрăшакансем — хуçалăхра чылай çул ĕçлекенсем. Акă, Анатолий Салаев 1982 çултах колхоз ĕçне кỹлĕннĕ те, паянхи кун та юратнă ĕçре. Вăл автомашинăпа вăрлăх турттарать. Кирлех пулсассăн акакан ĕçĕнчен те пăрăнмасть, сеялка çине тăрать. Вячеслав Яндров водитель те кунне рейс хыçăн рейс тăвать. Александр Чапрасов, Олег Чишков тракто-ристсем шаннă ĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ.
— Мĕн ачаран тăван колхозра ĕçе пуçăннă та, паян та хăнăхнă ĕçре. Пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлетпĕр. Кашни сехетпе туллин усă курса çурхи ака ĕçсене вăхăтра вĕçлеме тăрăшатпăр, — терĕ Олег Аркадьевич.
— Ĕçченсем маттур. Пĕр ĕçрен те пăрăнмаççĕ. Пурте пĕрле тăрăшатпăр, çанă тавăрсах ĕçлетпĕр, — пĕтĕмлетрĕ Александр Бахтеров.
А.ЕФРЕМОВА.