Вторник, 16 апреля

ХI-мĕш кинофестиваль иртет

ХI-мĕш кинофестиваль иртет

Çу уйăхĕн 21-25-мĕшĕсенче Шупашкарта халăхсен хушшинчи XI-мĕш кинофестиваль иртет.

Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев кăçал фестиваль вăхăтĕнче икĕ конкурс йĕркеленнине тата куракансем 24 кино пăхма пултарнине пĕлтернĕ.

Кинофестиваль ирттерме республикăра «Три пингвина», «Синема 5», «Волжский», «Чувашкино», «Сеспель» кинотеатрсем, «Салют», «Химик» культура керменĕсем уçă пулĕç. Кунсăр пуçне Çĕмĕрле, Сĕнтĕрвăрри, Канаш, Улатăр хулисенче те кино пăхма пулать. Кинофестиваль программине 40 яхăн режиссер, продюсер, Раççей актерĕсем, кинокритиксем тата ытти профессионалсем хутшăнаççĕ.

Хăнасемпе пресс-конференцисем, мастер-классем, çавра сĕтел мелĕпе уçă калаçусем йĕркелеме плана кĕртнĕ. Чăваш наци вулавăшĕнче актерсем валли уçă кастинг пулĕ, ăна Ирина Лаврентьева йĕркелĕ. Пурин валли те Чăваш Енпе паллашма май паракан ятарлă программа хатĕрленĕ.

Кинофестивале Чăваш Енре йĕркеленĕ май, фестивальри киносене ялсенче, хуласенче, районсенче пурăнакансем курма пултарни паха.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *