Çĕршывра милосерди сестрисем Пĕрремĕш Петĕр патша вăхăтĕнчех ĕçлеме пуçланă. Паянхи кун тĕлне миçе çын пурнăçне çăлса хăварман пулĕ вĕсем? Тухтăрсен пĕрремĕш пулăшаканĕсем те вĕсемех.
Майăн 12-мĕшĕнче медицинăра вăй хуракансем — Пĕтĕм тĕнчери медсестрасен кунне паллă турĕç. Районти тĕп больницăра паянхи куна вĕсен шучĕ 200 çынпа танлашать. Вĕсенчен чылайăшĕ шаннă ĕçре нумай çул тăрăшать пулсассăн, юлашки виçĕ çулта 7 çĕнĕ специалист ĕçе кỹлĕннĕ. Вĕсем аслисен пуян опытне ăша хываççĕ. Медицина сестрин кулленхи ĕçĕ çăмăл мар. Унăн чирлĕ çынпа калаçма, ăна тивĕçлĕ пулăшу пама пĕлмелле. Ĕçченĕн чи малтан пысăк тавракурăмлă, ырă кăмăллă, сăпайлă пулмалла. Шăпах çакăн пек тăрăшуллă та маттур ĕçченсем тимлеççĕ коллективра.
А.ДЕМИНА.