Пятница, 27 января

Проект пурнăçланать

Проект пурнăçланать

«Безналичная Чувашия» проектпа килĕшÿллĕн майăн 17-мĕшĕнче «Каçал ен» хаçат редакцийĕн ĕç коллективĕн черетлĕ пухăвĕ иртрĕ. Пректпа тĕплĕнрех паллашас тата çĕнĕлĕхсене пĕлес тĕллевпе хаçат редакцине РФ Перекет банкĕн районти уйрăмĕн аслă менеджерĕ Людмила Жирнова килсе çитрĕ. «Пулăшупа тата ĕçпе усă курнăшăн, таварпа татăлнă чухне банк карттипе усă курса тÿлесси» темăна анлăн тишкертĕмĕр. Людмила Владимировна хаçат ĕçченĕсене банк карттипе усă курас йĕркепе тата çăмăллăхсемпе пирки тĕплĕн каласа кăтартрĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *