Майăн 16-мĕшĕнче районта черетлĕ Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ.
Çак кун район администрацийĕн пуçлăхĕпе Александр Осиповпа ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Вячеслав Никифоров Асанкасси ял тăрăхне çитсе унти ĕçченсемпе тĕл пулнă. Александр Николаевич Информкун темисемпе паллаштарнă, кăçалхи май уйăхĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин йышăннă Указ çинче вара тĕплĕнрех чарăннă. Çавăн пекех вĕсем «Комсомольски — Тăманлă Выçли» автоçул çинчи «Кĕçĕн Каçал — Хырхĕрри» çула юсассине вырăна çитсе пăхса тухнă.
(САЙТРАН).