Пятница, 19 апреля

Инвалидсене хỹтĕлесе

Инвалидсене хỹтĕлесе

Комсомольски район прокуратури «Раççей Федерацийĕнче инвалидсене социаллă хỹтлĕх парасси çинчен» калакан саккуна вырăнта епле пăхăннине тĕрĕсленĕ.

Асăннă саккуна пăснă тĕслĕхсене тупса та палăртнă. Сăмахран, Комсомольски райповĕн тĕрлĕ ялсенче суту-илỹ лавккисем пур. Анчах та хăшпĕр япалана ертỹçĕсем шута илмен. Акă, коляскăпа куçса çỹрекен сусăрсенех илер-ха. Районăн тĕрлĕ ялĕсенче вырнаçнă «Кулленхи таварсем», «Универсам» лавккасемпе аптекăна кĕнĕ вырăнта инвалидсене анса-хăпарма ятарлă пандуссем вырнаçтарман. Асăннă объектсем умĕнче парковка вырăнĕсем те çук. Вăл кăна та мар, çавăн пекех инвалид çынсен автотранспорчĕсене лартмалли вырăнсем пирки пĕлтерекен паллăсене те палăртман. Çакăн евĕр çитменлĕхсене Н.В.Иванова уйрăм предпринимателĕн «Солнышко» ОООра та тупса палăртнă.

Саккуна пăхăнманнисем тĕлĕшпе, РФ КоАПĕн 5.43 стат-йипе килĕшỹллĕн, административлă ĕçсем пуçарнă. Çавна май асăннă организаципе уйрăм предпринимателĕн 3000-шер тата 2000 тенкĕ тỹлеме тивнĕ. Унсăр пуçне Комсомольски районĕн 1-мĕш №-лĕ суд участокĕ асăннă çитменлĕхсене çывăх вăхăтра пĕтермелле тесе йышăну кăларнă. Должноçри пĕр çыннăн вара дисциплина тĕлĕшпе те явап тытма тивнĕ. Хальхи вăхăтра асăннă субъектсем прокуратура хушнине пурнăçланă.

В.НИКОЛАЕВ,

район прокурорĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *