Суббота, 20 апреля

ЗАГС уйрăмĕ пĕлтерет

ЗАГС уйрăмĕ пĕлтерет

ЗАГС уйрăмĕн начальникĕ:

— Район администрацийĕн ЗАГС уйрăмĕ апрель уйăхĕнчен пуçласа майăн 14-мĕшĕччен 17 ача çуралнине регистрацилерĕ. Ашшĕ-амăшĕ тĕпренчĕкĕсене Савелий, Самир, Степан, Залина, Ильхамия, Мария, Сафина ятсем хунă. Çак тапхăрта çемье çавăракансем те пулнă. 6 мăшăр çемье чăмăртанă пулсан, уйрăлакансен шучĕ 2-пе танлашать. Шел пулин те районта вилекенсем те чылайăн. Апрель уйăхĕнче 32 çын çут тĕнчерен уйрăлнă, майăн 14-мĕшĕ тĕлне ку кăтарту 14-па танлашать. Апрель уйăхĕнче граждан тăрăмĕн патшалăх регистрацийĕн 29 свидетельствине тепĕр хутчен ха-тĕрленĕ. Пурĕ 81 справка панă. Çынсем 13750 тенкĕлĕх патшалăх пошлини тỹленĕ.

Çавăн пекех уйăхсерен акцисем йĕркелетпĕр. Тĕслĕхрен, майăн 15-мĕшĕнче, Пĕтĕм тĕнчери çемье кунне халалласа, Чăваш Енре, çавăн пекех пирĕн районта та «День без развода» акци ирттертĕмĕр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *