Суббота, 20 апреля

Вăл — пуриншĕн те тĕслĕх

Вăл — пуриншĕн те тĕслĕх

Сăнанă-и эсир, пурнăç йывăрлăхĕсене чăтса ирттернисене ватлăх та парăнтараймасть. Вĕсем çамрăк чухнехи пек пăрчăкан евĕр вăр-вар мар пулин те, çирĕп кăмăллă, сăпайлă, нимĕнле йывăрлăх умĕнче те пуç усмаççĕ. Сăмахăм паян Комсомольскинче пурăнакан Кира Ивановна Еремеева пирки. Кира Ивановна — Шалти ĕçсен министерствин ветеранĕ. Вăл районти шалти ĕçсен пайĕнче паспорт паракан уйрăм начальникĕнче 24 çул ĕçленĕ.

Кира Еремеева (хĕр чухнехи хушамачĕ Иванова) Çĕрпỹ районĕнчи Çирĕккасси ялĕнче çуралнă. Ачасенчен вăл тăваттăмĕш пулнă. Хресчен çемйинче çуралса ỹснĕскер, мĕн пĕчĕкренех ĕçе хăнăхнă.

Шкулта тăрăшса вĕреннĕ хĕрача. «Уйрăмах вырăс чĕлхипе литература предмечĕсене килĕштереттĕм. Вырăссен паллă поэчĕсен сăввисене пăхмасăр калама хуть хăш вăхăтра та пултарнă», — аса илчĕ ачалăхне ветеран.

Вăтам шкултан вĕренсе тухсан хĕр тăван колхозра ĕçленĕ. 1949 çулта Сĕнтĕрвăрри (унччен Октябрьски) районĕнчи паспорт паракан уйрăмра ĕçе кỹлĕннĕ.

Кира Ивановна çавăнтах хăйĕн мăшăрне тĕл пулнă. 1951 çулта Василий Сергеевич Еремеевпа çемье çавăрнă.

1965 çулта Василий Сергеевича Комсомольски лесничествине ĕçлеме яраççĕ. Кира Ивановнăна вара районти шалти ĕçсен пайĕн паспорт паракан уйрăмне ертсе пыма шанаççĕ. Паллах, хĕрарăма арçынпа тан ĕçлеме çăмăл пулман. Каçхи дежурствăсене те тухнă, саккуна пăсакансене тытса чарнă тĕслĕхсем те пĕрре кăна мар пулнă. Маттур ертỹçĕн З.В.Германов, А.М. Иванов, Р.Б.Шигапов, Н.В.Васильев, П.В.Лапшин милици уйрăмĕн начальникĕсемпе ĕçлеме тỹр килнĕ. Кира Ивановна шаннă ĕçе яланах вăхăтра та пахалăхлă пурнăçланипе палăрса тăнă.

Тивĕçлĕ канури милици майорĕн Кира Еремееван çемье архивĕнчи чи хаклă наградăсенчен пĕри вăл — «Милици отличникĕ» паллă. «Пирвайхи яланах чи хакли вăл», — йăл кулчĕ ветеран.

Кира Ивановна ачисемпе, мăнукĕсемпе савăнать. Ывăлĕ Борис Калуга облаçĕнче çемйипе тĕпленнĕ, ĕçне çарпа çыхăнтарнă. Хĕрĕ Тамара районти тĕп больницăра чылай çул тухтăрта тăрăшать.

К.И.Еремеева ветеран паянхи кун ачисемшĕн кăна мар, пирĕншĕн те ырă тĕслĕх вырăнĕнче. Хисеплĕ ватта ĕçтешĕсем манмаççĕ, ун патне çитме вăхăт тупаççĕ. Çак кунсенче Çĕнтерỹ кунĕ ячĕпе саламлама ветеран патне çитрĕмĕр. Кира Ивановнăна çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх сунтăмăр. Унăн кун-çулĕ вăрăм та такăр пултăр.

М.СИДОРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *