Ветеран кăмăлĕпе çирĕп

Ветеран кăмăлĕпе çирĕп

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче хаяр та ирсĕр тăшмана парăнтарнăскерсем, хăйсен пурнăçне шеллемесĕр Çĕнтерĕве çывхартнă ветерансем кăçал аслă уявăн 73-мĕш çулне кĕтсе илчĕç. Вĕсенчен пĕри — Комсомольскинче пурăнакан хисеплĕ çын, СССР Журналисчĕсен союзĕн членĕ, «Халăх корреспонденчĕ» ята тивĕçнĕ Ревокат Прохорович Моисеев. Эпир Ревокат Прохоровича майăн 9-мĕшĕ ячĕпе саламларăмăр, паянхи мирлĕ пурнăçшăн, çапăçури паттăрлăхшăн тав турăмăр.

Ревокат Прохорович Çĕнтерỹ кунĕнче, йывăр пулин те, Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсене аса илмесĕр чăтаймарĕ.

— 1941 çулхи декабрь уйăхĕн пуçламăшĕнче çара кайма повестка пачĕç. Пире лашасемпе Шупашкар хулине ăсатрĕç. 1-мĕш çыхăну полкне лекрĕм. Пире кĕçĕн командирсем пулма хатĕрлерĕç. Хĕвеланăç фронтĕнче пултăм. Ротăра 152 çынччĕ. Унтан пире уйăрчĕç, 25-ĕн стрелоксен 324-мĕш дивизине лекрĕмĕр. Вăл Шупашкарта 1941 çулта йĕркеленнĕ. Малтан миномет дивизийĕнче телефонистчĕ. 1942 çулхи юпа уйхĕнче стрелоксен полкне куçарчĕç. Телефонист ĕçне хĕрсене шанса пачĕç те пире çапăçу хирне ăсатрĕç. Мана «Боевой листок» кăларма шанчĕç. Ăна чи лайăххи тесе пĕрре кăна мар палăртнăччĕ. Ефрейтор звани пачĕç. 1943 çулхи утă уйăхĕнче пирĕн дивизи Курск çапăçăвне кĕчĕ. Рота командирне амантрĕç. Мана вара çыхăнупа тивĕçтерме хушрĕç. Çавăн чухне амантрĕç. Чупнă чухнех пуç пĕçерсе кайрĕ. «Пĕтрĕм!» — мĕлтлетрĕ пуçра шухăш. Кăнтăрла иртни икĕ сехетре кăна тăна кĕнĕ. Мана пуçран кăна мар, алăран та лектернĕ. Госпитале илсе кайрĕç, каçхине операци турĕç. Тĕрлĕ госпитальте сипленнĕ хыççăн 1944 çулхи кăрлач уйăхĕнче яла таврăнтăм, — ассăн аса илчĕ иртнĕ кунсене ветеран.

Ревокат Прохорович вăрçăран таврăнсан счетовод пулнă. Çулталăк ĕçленĕ хыççăн комсомол райкомĕнче тăрăшнă. Вăл нумай çул патшалăх перекет банкĕн системинче вăй хунă. Малтанах аслă кредит инспекторĕнче тăрăшнă, каярах банк управляющийĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă.

Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕ 10-мĕш теçеткере пырать пулсассăн та, хăйне сывлăх енчен аван туять. Людмила хĕрĕ ашшĕне куçран пĕрре те вĕçертмест. Вăл фельдшерта ĕçлесе пенсие тухнă та, халĕ ашшĕне тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ парать.

— Аслă çулхи ватăпа вăхăтра тимлĕ пулни паха. Эмелсене ĕçмелле, тĕрĕс апатланмалла, зарядка та тумалла, çуран утмалла, шăкăл-шăкăл калаçмалла. Çакăнтан мĕнле пурăнасси килет те, терĕ Людмила Ревокатовна.

Ревокат Прохорович яланах сывă пурнăç йĕркине тытса пыма тăрăшнă, тăрăшать те. Куллен зарядка тăвать, диетăна пăхăнать. Ытларах утать. Унччен стадионта, вăрманта йĕлтĕрпе чылай ярăннă, çуран та чупнă паллах. Халĕ вара çулсем хăйĕннех илеççĕ, вăй-хал çамрăк чухнехи пек мар.

— 100 çула çитсе, унтан та иртмелле пултăр, — тетĕп Ревокат Прохоровича.

— Çитме хирĕç мар та, анчах вăй-хал хавшарĕ. Сывлăх пулсассăн, пурнăçпа савăнса пурăнма хирĕç мар. Çумра çывăх çынсем пур, хĕрсем, мăнуксем. Телейĕм — вĕсенче, — пĕлтерчĕ ватă.

Эпир те журналистика ĕçĕн ветеранне пурнăç çулĕпе утма çирĕп сывлăх, тулли телей, иксĕлми вăй-хал сунатпăр.

Ревокат Прохорович пĕрремĕш заметкăна 81 çул каялла çырнă. Вăл 1936 çулта «Пионер сасси» хаçатра «Кроликсене шефа илнĕ» ятпа пичетленнĕ. Унтанпа пултаруллă журналистăн вун-вун очерк, калав, фельетон пичетленнĕ. Вăл «Хыпар» («Коммунизм ялавĕ»), «Каçал ен» («Октябрь ялавĕ») хаçатсемпе, «Капкăн» журналпа туслă пулнă. Паянхи кун та материалсене пичетлекен пичет машинкине типтерлĕ упрать ветеран. Çырма кăмăл пулсассăн, тỹрех машинкăна кăларать те, сăмах хыççăн сăмах шăрçалать.

А.ЕФРЕМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *