Тĕллев — ĕçе вăхăтра пурнăçласси

Уй-хир техника шавĕпе тулчĕ, аграрисен хĕрỹ тапхăр пуçланчĕ. Çурхи ака ĕçĕсем мĕнле пынипе паллашас тĕллевпе майăн 11-мĕшĕнче районта Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ Татьяна Рябинина ĕçлĕ визитпа пулчĕ. Малтанах район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе, колхозсен тата хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертỹçисемпе канашлу иртрĕ.

Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Татьяна Рябинина, районти ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Вячеслав Никифоров хутшăнчĕç.

Татьяна Рябинина республикăри ака-суха ĕçĕсем мĕнле пынипе паллаштарчĕ, хуçалăхсене тивĕçекен çăмăллăхсем çинче тĕплĕнрех чарăнчĕ.

Ял хуçалăх ĕçченĕсене шухăшлаттаракан ыйту та сахал мар. Вĕсенчен чылайăшĕ, паллах, финанс енĕпе çыхăннă.

— Туса илекен продукци хакĕ йỹнĕ, çунтармалли-сĕрмелли материалсем хаклă, — пăшăрханăвне пытармарĕç хуçалăхсен ертỹçисем.

Çĕр ĕçченĕсем сĕт хакĕ çинче те чарăнчĕç.

— Йывăрлăхсем чылай, апла пулин те вĕсен умĕнче пуç усмашкăн кирлĕ мар. Чăрмавсене çĕнтерме кооперативсем йĕркелени пулăшĕ. Ун чухне патшалăх тивĕçлĕ çăмăллăхсем парĕ, — терĕ Татьяна Александровна. Районта çурхи ака ĕçĕсем епле пынипе Вячеслав Никифоров паллаштарчĕ:

— Районти хуçалăхсем пурте акана тухнă. Çурхи культурăсене акаççĕ, кĕрхи культурăсене тата нумай çул ỹсекен курăксене апатлантараççĕ, çĕрулми лартма тытăннă, пахча çимĕç акаççĕ.

Паха тухăç илесси чи малтан çĕре минераллă удобренисемпе апатлантарнинчен, вăхăтра имçам сапнинчен килет. Чи кирли вара — пахалăхлă вăрлăх. ЧР «Россельхозцентр» ФГБУ филиалĕн ĕçченĕ Надежда Чернова асăннă ыйту çинче чарăнчĕ, çав вăхăтрах сиенлĕ хурт-кăпшанкăпа вăхăтра кĕрешмеллине те асăнчĕ.

— Мĕн акатăр, çавна пуçтарса илетĕр, — терĕ опытлă специалист.

Техника юсавлă, ĕçлекен кадрсем шанчăклă пулни ĕçе кĕске вăхăтра тата пахалăхпа пурнăçлама май парать. — Техосмотр ирттерме мартăн 24-мĕшĕнче пуçăнтăмăр. Хуçалăхсем çурхи акана тĕплĕ хатĕрленни чуна савăнтарать.

Техосмотр витĕр тухнă техникăн 77 проценчĕ — юсавлисен йышĕнче. Ĕçченсемпе техника хăрушсăрлăхĕ пирки калаçу ирттернĕ. Çанталăк ăшăтса пынă май пушар хăрушсăрлăхĕ пирки те асра тытмалла, — терĕ патшалăх техника надзорĕн районти инспекторĕ Сергей Кокарев.

— Ака ĕçĕсене çывăх вăхăтра пахалăхлă ирттерер те пурте пĕрле Акатуйра юрласа, ташласа савăнар, — терĕ ларăва пĕтĕмлетсе Александр Осипов.

Канашлу хыççăн Татьяна Рябинина, Александр Осипов, Вячеслав Никифоров «Труд», «Рассвет», «Заря» ЯХПКсене тата «Госсорткомисси» ФПУна çитсе ака ĕçĕсемпе паллашрĕç, ĕçченсемпе тĕл пулчĕç.

Хуçалăхсенче çĕр лаптăкĕсене сỹрелеççĕ, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акаççĕ. Тăрăшсан ĕç те кал-кал пырать. Пурин те пĕр тĕллев — ĕçе вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçласси.

— Хуçалăх пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акса пĕтерчĕ. Куккурус валли уйăрнă лаптăк пушă-ха, часах çавăнта куçăпăр. Çĕрулмине кăçал 122 гектар çинче çитĕнтересшĕн. Ĕç планĕ пысăк. Тĕслĕхрен, сăвакан ĕнесем валли вите тума пуçларăмăр, вăл 200 пуç ĕне валли пулĕ, — терĕ вырăнти ĕç-хĕлпе паллаштарса «Рассвет» ЯХПК ертỹçи Михаил Афанасьев.

А.ИСАЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *