Майăн 7-мĕшĕнче РФ Президенчĕ Владимир Путин çĕнĕ Указ алă пусса çирĕплетнĕ. Унта Раççей аталанăвĕн 2024 çулчченхи приоритетлă наци тĕллевĕсене палăртса хăварнă.
Ĕç документĕнче пурĕ 17 пункт. Вĕсем, наукăпа техника аталанăвĕ, РФ социаллă пурнăçĕпе экономика хăвачĕ, халăх йышне ỹстересси, граждансен пурнăç условийĕн шайне хăпартасси, çынсене хăйсене тĕллĕн аталанса пыма кирлĕ пек мерăсем йышăнса хăварасси тата ытти те.
«Раççей Президенчĕ май уйăхĕнче кăларнă çĕнĕ Указа пурнăçа кĕртме Чăваш Республики хатĕр. Раççей Федерацийĕн Президенчĕ палăртнă тĕп ыйтусемпе ĕçлеме, вĕсене пурнăçа кĕртсе пыма Чăваш Республикин мĕнпур условисем çителĕклĕ. Пирĕн пуçаруллă проектсем те сахал мар», — çирĕплетсе каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.
ХАКЛАВ: Геннадий Филиппов, районсем хушшинчи 2№-лĕ налук инспекцийĕн начальникĕн çумĕ:
Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн черетлĕ Указĕ тĕрлĕ сферăсене пырса тивет. Тĕп вырăнта — халăхăн пурнăç пахалăхне лайăхлатасси. Çавăн пекех çĕршыври демографи лару-тăрăвĕ те ертỹçĕне пăшăрхантарать. Çавна май çĕршыв ертỹлĕхĕ 2024 çулччен çак кăтартăва 78 çула çитересшĕн. Ачаллă çемьесене патшалăх енчен тĕрев парассине вăйлатма сĕннине те ырлатăп.
Савăнăçлă ырă тепĕр хыпар — çурт-йĕр тăвас отрасле çĕклес тени. Унпа килĕшỹллĕн, тепĕр 5 миллион çын хăйĕн пурăнмалли условийĕсене лайăхлатма пултарĕ. Президент йышăннă черетлĕ Указ пурнăçланасса шансах тăратăп.