Понедельник, 14 октября

Кашни килте пулмалла хаçат

Кашни килте пулмалла хаçат

Николай Скворцов (Киров поселокĕ):

— «Каçал ен» хаçатпа тахçантанпах туслă. Вăл килессе чăтăмсăррăн кĕтетĕп. Алла лексен пуçламăшĕнчен вĕçне çитиччен вуласа тухмасăр пăрахма çук, урăх ĕçе те тытăнаймастăп. Хаçат кăсăклă пултăр тесе журналистсем çанă тавăрса ĕçлени сисĕнет. Çакă тĕлĕнтерет: пĕрмаях районăн тĕрлĕ ялĕсене çитеççĕ, хăш вăхăтра ларса çыраççĕ-ши? Материалсене вулама çав тери кăмăллă. Хаçат страницисенче кун çути куракан сăнỹкерчĕксене те тишкермесĕр чăтаймастăп. «Каçал ен» («Октябрь ялавĕ») хаçатра 20 çул ытла фотограф пулса тăрăшрăм. Çавăнпа та пулĕ хаçат çав тери çывăх. Район хаçачĕ кашни килтех пултăрччĕ!

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *