Вторник, 8 октября

Çывăх çыннăмăр яланах пирĕн асăмăрта

Çывăх çыннăмăр яланах пирĕн асăмăрта

Ольга Николаева та /Комсомольски/ кукашшĕн сăнÿкерчĕкĕпе акци йышне тăчĕ. Аким Федорович Хромов вăрçăран пĕр урисĕр тата аманнă алăпа таврăннă. Апла пулин те паттăр салтак «Урожай» колхоз чи хастар ĕçченĕсенчен пĕри пулнă вăл. Вăл Ленинград фронтĕнче 125-мĕш стрелоксен дивизийĕн 749-мĕш стрелоксен полкĕн взвод командирĕ пулнă. 1944 çулхи мартра аллипе уринчен йывăр аманнă, госпитальте урине татнă. Аслă Отечественнăй вăрçăн I, I I степеньлĕ орденĕсемпе, медальсемпе наградăланă.
— Çывăх çыннăмăр яланах пирĕн асăмăрта. Çавăнпа та ăна хисеп туса иккĕмĕш çул «Вилĕмсĕр полк» акцие хутшăнатпăр. Çĕнтерĕве çывхартнă вăрçă паттăрĕсемпе пĕрле манăн атте те «утнишĕн» чăннипех те хăпартланатăп. Çакă вара паттăрлăхпа палăрнă çывăх çыннăмăра тав туни пулать те, — терĕ Ольга Николаева.
Аким Федорович 1990 çулта çĕре кĕнĕ. Николаевсем чи çывăх çыннин çутă сăнарне яланах асра тытаççĕ. Вăл мирлĕ тÿпешĕн пурнăçне шеллемесĕр хаяр çапăçусене хутшăннине ăруран ăрăва каласа параççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *