Комсомольскинче пурăнакан Вера Макарова акцие ашшĕн портречĕпе тухнă. Николай Александрович Чернов 17 çул тултарсанах Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă. Карели, Иккĕмĕш Белорусси фрончĕсенче çапăçнă. Ăна çапăçусенчи паттăрлăхпа хăюлăхшăн 2 хутчен «Хăюлăхшăн » медальпе, «Хĕрлĕ Ялав» орденпа, «1941-45 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра Германие çĕнтернĕшĕн» Польша çĕршывĕн медалĕсене тивĕçнĕ.
— Ку акци патриотлăха вăйлатать. Пире пурнăç парнеленĕ салтаксем юнашар çук, халăх вĕсене манмасть. «Вилĕмсĕр полк» ретне тăрсан кашни çыннăн чĕринчех мăнаçлăх туйăмĕ çуралать. Акцие çемьепе, ачасемпе хутшăнни паха. – терĕ Вера Николаевна.
Çывăх çыннăмăр яланах пирĕн асăмăрта