Четверг, 9 февраля

Эпир — кубок хуçисем

Эпир — кубок хуçисем

Апрелĕн 25-мĕшĕнче Комсомольскинчи «Кĕтне» спорт комплексĕнче шкул ачисем хушшинче ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен республикăри ăмăртăвĕ иртрĕ. Унта 15 район çамрăкĕ хутшăнчĕ. И.Я.Яковлев çуралнăранпа 170 çул тата Чăваш чĕлхи кунне халалланнă ăмăртура тупăшакан 100 ытла яша район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, ЧР «Кĕрешỹ» ăмăртăвĕн президенчĕ Виталий Васильев, «Кĕтне» ФСК директорĕ Евгений Тихонов саламларĕç, çăмăл мар тупăшура ăнăçусем сунчĕç.

Пиçиххипе кĕрешни — чăваш халăх спорчĕ. Паллах, ун евĕрли ытти тĕрĕк халăхĕсем хушшинче те пур. Юлашки çулсенче спортăн çак енĕ анлăн сарăлса пынине палăртма вара питĕ кăмăллă. Ăмăртура çĕнтересси, чăн та, спортсменсем мĕнле хатĕрленнинчен чылай килет. Турнира фитнес тата рок-н-ролл программăсемпе уçрĕç. Çамрăк чиперккесем спорт ташшипе пухăннисен кăмăлĕсене уçрĕç. Часах, акă, кашни кĕтнĕ самант çитрĕ — тĕрлĕ виçери яшсем пилĕкĕсене пиçиххи çыхса кавир çине кĕрешме тухрĕç. Ăмăрту питĕ хĕрỹ иртрĕ.

40 килограмм виçеллĕ ачасем хушшинче пĕрремĕш вырăна Вăрмар рай-онĕнчен килнĕ Р.Тимофеев тивĕçрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Канаш тата Вăрнар районĕсен яшĕсем А.Георгиевпа Н.Никандров çĕнсе илчĕç. 43 килограмм виçеллĕ çамрăксенчен çаксем палăрчĕç: К.Ильин (Сĕнтĕрвăрри районĕ), И.Виноградов (Канаш районĕ), А.Звонарев (Тăвай районĕ). 46 килограмм таякан яшсем хушшинче Канаш районĕн çамрăкĕ К.Порфирьев пĕрремĕш вырăна çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш вырăна Вăрнар районĕн ачи А.Тимофеев тивĕçрĕ пулсан, виççĕмĕш вырăнпа Комсомольски районĕнчи С.Ильин палăрчĕ.

50 килограмм виçеллисем хушшинче пĕрремĕш вырăна Елчĕк районĕн çамрăкĕ С.Мисяков тухрĕ. Комсомольски районĕнчи В.Прокопьевпа Вăрнар районĕн çамрăкĕ Д.Федоров — иккĕмĕшпе виççĕмĕшсем. 55 килограмм виçеллĕ ачасенчен пĕрремĕш, иккĕмĕш, виççĕмĕш вырăнсене А.Юсупов (Патăрьел районĕ), И.Шарафутдинов (Комсомольски районĕ), А.Горшков (Шăмăршă районĕ) тивĕçрĕç. 60 тата 65 килограмм виçеллисенчен малти вырăнсене Р.Мифтахутдинов (Комсомольски районĕ), И.Хакимовпа Е.Чернов (Патăрьел районĕ); Е.Силин (Шăмăршă районĕ), А.Антонов (Елчĕк районĕ), А.Краснов (Вăрмар районĕ) çĕнсе илчĕç.

70 килограмлă çамрăксем те питĕ маттур та хастар. Асăннă виçере малти вырăнсене Д.Ефимов (Шăмăршă районĕ), Н.Львов (Вăрмар районĕ), К.Лазарев (Елчĕк районĕ) çĕнсе илчĕç.

80 килограмлă яшсем хушшинче пĕрремĕш, иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсене А.Ефрейтовпа Р.Албутов (Елчĕк районĕ), Э.Шартов (Тăвай районĕ) çĕнсе илчĕç пулсан, 90 тата 95 килограмм виçеллисем хушшинче М.Гурьевпа Я.Михайлов (Сĕнтĕрвăрри районĕ), А.Шакиров (Комсомольски районĕ); А.Капралов (Патăрьел районĕ), А.Краснов (Шупашкар районĕ) тата А.Закиров (Комсомольски районĕ) палăрчĕç.

Командăсем хушшинче Патăрьелсемпе Елчĕксем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç пулсан, Комсомольски районĕн команди хĕрỹ тупăшура пĕрремĕш вырăна алăран вĕçертмерĕ. Эпир — куçса çỹрекен кубок хуçисем.

А.Денисова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *