Четверг, 25 апреля

Преступленисене уçăмлатнă

Иртнĕ эрнере РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕ кăçалхи виçĕ уйăхри ĕç-хĕле пĕтĕмлетсе ирттернĕ канашлăва Чăваш Республикин шалти ĕçсен министрĕн çумĕ С.Зуева, район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Осипов, район прокурорĕ В.Николаев, асăннă уйрăмăн сотрудникĕсем, ветерансен канашĕн ертỹçисем хутшăнчĕç.

— 2018 çулăн пĕрремĕш кварталĕнче район территорийĕнче 35 преступлени тунине тупса палăртнă. Кăтарту иртнĕ çулхи асăннă тапхăртинчен 12,5 процент сахалрах, — терĕ муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн начальникĕ Ринат Зайнуллин.

Кăçал отчетлă тапхăрта 10 пин çынран 14-шĕ йĕркене пăснă пулсан, 2017 çулта ку кăтарту 16 çынпа танлашнă. Сăмах май, Канаш (31,9 процент), Çĕнĕ Шупашкар (30,1 процент) хулисемпе Çĕмĕрле (24,9 процент) тата Куславкка (23,8 процент) районĕсенче преступлени çулĕ çине тăракансен йышĕ ỹснĕ, çав вăхăтрах Тăвайпа (10,8 процент) Патăрьел (10,4 процент) районĕсенче преступлени тăвасси чакнă. Районта преступлени тăвассипе Комсомольски ял тăрăхĕ — пĕрремĕш вырăнта (13). Аслă Çĕрпỹелпе Элпуç ял тăрăхĕсенче — 12 преступлени (7 тата 5).

Тунă преступленисене кĕске вăхăтра уçма пултарни, йĕркене пăсас сĕмлĕ преступниксен çулне пỹлни — полици ĕçченĕн профессири ăсталăхне палăртакан пулăм. 2018 çулăн пĕрремĕш кварталĕнче регистрациленĕ преступленисене пĕтĕмĕшпех уçса палăртнă. Унсăр пуçне, иртнĕ çулсенче регистрациленĕ 2 ĕçе уçăмлатнă, малтанхи çулсенче тунă 3 ĕçе суда ярса панă.

Интернет вăй илсе пынăçем, электрон хатĕрĕсемпе тата карас телефонĕсемпе усă курса укçа-тенкĕ вăрлакан преступниксенчен шар курни çинчен юлашки вăхăтра час-часах илтме пулать. Йĕркене пăсакансем, граждансене улталаса, вĕсен счечĕсем çинчен электронлă майпа укçа-тенкĕ вăрлаççĕ. Çакăн евĕр преступлени кăçал районта 1 пулнă. Унсăр пуçне ĕçченсем, РФ КоАП 6.1.1 статйипе килĕшỹллĕн 9 административлă протокол çырнă.

Çул çитмен çамрăксем тунă преступленисен шучĕ чакнă пулин те ачасемпе çыхăннă 9 административлă протокол çырнă, вĕсенчен 2-шĕ — çул çитмен çамрăксене пирус сутни. Ашшĕ-амăшĕ тĕлĕшĕпе вара 7 административлă протокол çырнă.

Канашлăва хутшăннисем миграци сферине те тишкерчĕç. Хальхи вăхăтра Комсомольски районĕнчи миграци учетĕнче ют çĕршыври 57 граждан шутра. Вĕсенчен чылайăшĕ А.Фейзрахманов, Р.Сафиуллин хуçалăхĕсенче, В.Агамирян уйрăм предприниматель патĕнче тата «Слава картофелю» агрофирмăра ĕçлеççĕ. 2018 çулăн пĕрремĕш виçĕ уйăхĕнче ирттернĕ оперативлă профилактика мероприятийĕсем миграци сферинче правăна пăснă 78 тĕслĕх тупса палăртнă.

Видеосăнав пулăшнипе кăçалхи асăннă тапхăрта 8 преступление уçнă. Айăплисен явап тытма тивнĕ.

Г.ЗАЙЦЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *