Пирĕн тăван чĕлхе — чăваш чĕлхи. Вăл халăхăн ĕмĕр сỹнми ăс-тăн чечекĕ. Эпир мĕн пĕчĕкрен чăвашла калаçса ỹсетпĕр. Чăваш чĕлхи — атте-анне чĕлхи. Тăван чĕлхе — чи çепĕç те илемлĕ чĕлхе, чи пахи, чун уççи. Мĕн тери илĕртỹллĕн янăрать вăл?! Пирĕн хамăрăн тăван чĕлхепе яланах мухтанмалла, ăна упрама тăрăшмалла. И.Я.Яковлев çуралнă кунĕнче, ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, чăваш халăхĕ Чăваш чĕлхи кунне паллă тăвать.
Çак кунсенче Хирти Мăнтăр ялĕнчи культура çуртĕнче Чăваш чĕлхи кунне, çавăн пекех Аслă вĕрентекенĕмĕре, И.Я.Яковлева 170 çул çитнине халалласа, «Яланах янра, чăваш чĕлхи!» хаваслă уяв иртрĕ. Ăна чăваш халăхĕн йăли-йĕркине упраса хăварас тĕллевпе улахпа уçрĕç. Ачасем тăван чăваш чĕлхи пирки çырнă сăвăсене вуларĕç, хăйсен янăравлă та уçă сассисемпе чăваш чĕлхи питĕ пуян та çепĕç, асамлă пулнине тепĕр хут çирĕплетсе пачĕç. Çавăн пекех вĕсем халăх юрри шăрантарса, чăваш ташши ташласа пухăннисен кăмăлĕсене уçрĕç.
И.Я.Яковлев калавĕсем тăрăх йĕркеленĕ «Лаша шырани» тата «Ĕнепе качака таки» сценкăсене, çавăн пекех ĕçе вĕрентсе калакан ваттисен сăмахĕсене тĕпе хурса хатĕрленĕ «Çарăк» юмаха та кăтартрĕç. Юлашки çулсенче поэзи тĕнчине çул уçакан Мария Каçалсем хăйĕн чăваш чĕлхи çинчен çырнă сăввисене вуласа пачĕ.
Уява ертсе пыракансем программа тăршшĕпех халăхăн йăхран-йăха куçса пыракан йăли-йĕркисемпе унăн пуянлăхĕпе чăваш çыннисем валли çырнă И.Я.Яковлев халалĕпе паллаштарчĕç. Çавăн пекех вĕсем Аслă вĕрентекенĕмĕрĕн кун-çулĕ çинче те чарăнса тăчĕç. Уява пĕтĕмлетнĕçем вырăнти культура çурчĕн ертỹçи В.Данилова çитĕнсе пыракан ăрăва: «Аслă вĕрентекенĕмĕрĕн ĕçне пирĕн малалла та илсе пымалла, чăваш чĕлхине — тăван чĕлхене — юратмалла, ăна аталантармалла», — терĕ.
«Ăруран ăрăва куçса пыракан авалхи чăваш чĕлхи тата та çỹле çĕклентĕр, хăйĕн янăравĕпе яланах ыттисене тивĕçлипе тыткăнлатăр», — терĕ. Уяв каçĕ пурне те килĕшрĕ.
В.ДАНИЛОВА.