Пĕрремĕш каналти чи аслă передачăсенчен пĕри — «Поле чудес». Капитал-шоу «ВИD» телекомпанин пĕрремĕш кăларăмĕ йĕркеленнĕренпе кăçалхи ноябрĕн 25-мĕшĕнче 28 çул пулать. Тахçанхи çак передачăн куравçисем чакмаççĕ.
Эпĕ ас тăвассах кашни эрнекун ăна курма сенкер экран умне васкаттăмăр. Леонид Аркадьевича передачăна хутшăнакансем мĕнле парне панине курас килетчĕ. Халĕ те çаплах вăл. Передача хăйĕн пĕлтерĕшне çухатман, малашне те çухатмĕ. «Поле чудес» кăларăма Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакансем хутшăнаççĕ. Кăçалхи апрелĕн 22-мĕшĕнче унта пирĕн ентеш, «Кубняночка» халăх вокал ансамблĕн ертỹçи Альбина Кокшина хутшăннă. Халăх вокал ансамблĕн çамрăксен ушкăнĕ: Светлана Игонина, Елена Хораськина, Иринăпа Радий Басниковсем, Ирина Николаева, Елена Савельева, Марина Михеева, Виктор Кокшин куракансене илемлĕ юрă — «Садра» — парнеленĕ.
Ентешсем мĕнлерех кăмăл-туйăмпа таврăннă-ши? Тĕп приза çĕнсе илме пултарнă-ши? Тата ытти нумай ыйтăва уçăмлатас тĕллевпе Мускавран таврăннă ушкăнпа тата параппан çавăрнă Альбина Кокшинапа тĕл пултăмăр.
— Асамлăха ĕненни кашни çыншăн пĕлтерĕшлĕ, ачасемшĕн те, аслисемшĕн те. Ку йывăрлăхсене парăнтарма, пурнăçа юратма вĕрентет. Акă, иртнĕ канмалли кунсенче «Поле чудес» кăларăма хутшăнни те маншăн асамлăх тĕнчине лекнĕ евĕрех пулчĕ. Кăларăма кашни эрнерех пĕр сиктермесĕр пăхатăп. Май пулсассăн хам та унта лекме пĕрре кăна мар ĕмĕтленнĕ. Ĕмĕтĕм пурнăçланчĕ, апрель уйăхĕн пуçламăшĕнче Леонид Якубовичран йыхрав çитрĕ. Мана пĕччен кăна мар, коллективпах чĕнеççĕ. Савăнтăм, чăннипех куççуль те тухрĕ. Унта пулса курни вара ĕмĕрлĕх асра юлĕ. Барабан умĕнче тăнă вăхăтра хама çав тери телейлĕ туйрăм. Хумханăва çĕнтертĕм те пурне те салам ятăм, Леонид Якубовича парнесемпе савăнтартăм, — аса илет Альбина Васильевна.
Ертỹçĕсем ĕçе питĕ лайăх йĕркеленĕ, нимĕнле çитменлĕх те курмарăм. Залра ларакансем вăййа питĕ интересленсе пăхаççĕ, вылякансемшĕн пăшăрханаççĕ, савăнса алă çупаççĕ. Çакна вĕсен сă-нĕнче куртăм. Передача ертỹçи Леонид Якубович вăйă пуçланиччен пирĕнпе лăпкăн калаçрĕ, хамăра епле тытмаллине те асăрхаттарчĕ. Унăн сăмахĕсем халĕ те асрах: «Вăйăран киленỹ илме тăрăшăр! Кунта кашниех лекеймест, сире питĕ ăннă. Эсир — телейлисем! Сирĕн çине пĕтĕм Раççей пăхать. Çавăнпа çак самантпа усă курса савăнăр!» — терĕ калаçăва хутшăнса Виктор Кокшин.
Альбина Кокшина телекăларăмра иккĕмĕш ушкăнра вылянă. Ыйту тупсăмне тупма çăмăл пулман иккен. Апла пулин те вăл çухалса кайман.
— Саспаллисене туртса пынă май тĕп хурав патне çитрĕм. Ман шутпа ыйтусем йывăр пулчĕç. Çапах эпĕ хама алла илтĕм, унсăрăн пуçра шухăшсем сапаланĕччĕç тата юлташсем залра ларни те хăрама памарĕ, — каласа кăтартрĕ Альбина Васильевна.
Параппан умĕнче тăнă культура ĕçченĕ телекăларăмра çĕнтернĕ-ши, мĕнле парнесене çĕнсе илнĕ-ши, тейĕ вулакан. Ку тупсăма вара июнь уйăхĕн пĕрремĕш çурринче кăтартма палăртнă «Поле чудес» кăларăма курсан пĕлĕпĕр.
«Кубняночка» халăх вокал ансамблĕн артисчĕсем валли «Поле чудес» кăларăма хутшăнма ятарласа илемлĕ чăваш кĕписем çĕлеттернине те уйрăммăн палăртса хăварас килет. Чăваш тĕрри, кĕпи, юрри мĕн тери илемлĕ пулнине пурте пысăка хурса хакланă. Ахальтен мар Чăваш çĕршывĕ — çĕр пин тĕрĕ, çĕр пин юрă, çĕр пин сăмах çĕршывĕ. Çакна халĕ Раççейĕпех курса хакларĕç. Çавăн пекех телекăларăма хутшăнма пулăшу кỹнĕ спонсорсене те палăртса хăварас килет.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, «Тав» ООО председателĕ Александр Капитонов, «Слава картофелю» агрофирма генеральнăй директорĕ Хасият Идиатуллин, «Газпром межрегионгаз Чебоксары» генеральнăй директорĕ Кияметдин Мифтахутдинов, Хирти Выçли культура çурчĕн ĕçченĕ Наталья Гордеева телекăларăма хутшăнма пулăшнă.
Юлашкинчен вара çакна каласа хăварас килет. «Кубняночка» халăх вокал ансамблĕ кунран-кун аталанса вăй илет. Вĕсем конкурссемпе фестивальсене, пултарулăх каçĕсене хутшăнса куракансене çĕнĕрен те çĕнĕ юрăсемпе савăнтараççĕ пулсассăн, халĕ вара Раççей кураканĕсене те тĕлĕнтерме пултарчĕç. Маттур! Ентешсемпе мухтанатпăр, вĕсене ăнăçу сунатпăр.
Альбина Кокшина: «Кубняночка» ансамбль членĕсем репетици вăхăтĕнче те , передачăна ỹкернĕ самантра та хăйсен яваплăхне пысăк шайра тытрĕç. Хумханнине çĕнтерсе пĕр йăнăш тумасăр пурне те пĕрремĕш дубльранах туса пычĕç. Çак площадкăра ĕçлекенсем ушкăнри хĕрсемпе каччăсене хисеплени çинчен пĕрре мар пĕлтерчĕç.
А.ЕФРЕМОВА.