Понедельник, 14 октября

Ĕçре тупнă чыспа хисеп

Ĕмĕрĕпе тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕ çын халăх хушшинче те, патшалăх умĕнче те хисепре. Çакăн евĕр хастарсенчен пĕри — Комсомольскинче пурăнакан Валерий Тимофеевич Павлов.

— Чĕрĕк ĕмĕр ытла шалти ĕçсен пайĕнче тăрăшнă Валерий Павлов пирки ыррине анчах калама пултаратăп. Çапла, салтак тумне тăхăннă арăн, полици ĕçченĕн, ĕçĕ пачах та çăмăл мар. Апла пулин те чĕре туртнипе суйласа илнĕ ĕçе чунтан парăннине нимĕн те çитмест. Ĕçри çитĕнỹ, чылай чухне, ун патне епле туртăннинчен тата ăна мĕнле пахалăхпа пурнăçланинчен килет. Полици сотрудникĕн яланах ыттисемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче пулмалла. Валерий Тимофеевич çамрăк сотрудниксемшĕн çакăн евĕр паха тупра, — тет муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн ветеранĕсен совечĕн председателĕ Петр Лапшин.

Валери ача чухнех çар тумĕ тăхăннă çынна сума сунă, хисепленĕ. Ачалăхри ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртес тĕллевпе çамрăк хĕсмет хыççăн милици уйрăмне çул тытать. Сăмах май, арçын çарта Германире пулнă. Валерий Тимофеевич Штернбухольц хулинче ирттернĕ вăхăчĕсене халĕ те аса илет.

— Пирвайхи ĕç вырăнĕ — Канаш хулинчи милици уйрăмĕ. Пĕрремĕш утăмсене тунă чухне эпĕ ахаль рядовой кăначчĕ. Çутă та мал ĕмĕтсене пурнăçа кĕртес тесе милицисене вĕрентсе кăларакан вĕренỹ учрежденине çул тытрăм. Чун-чĕре тăван тăрăха туртатех çав, çавăнпа та ĕçне те кунтах тупрăм. Комсомольскинчи шалти ĕçсен пайне вырнаçрăм, участковăя çирĕплетрĕç. Эпир ун чухне тăваттăн анчахчĕ. Ĕçтешсем — Валентин Прокопьев, Василий Герасимов, Петр Алексеев. Шел пулин те, вĕсем халĕ пирĕнпе юнашар мар… Ĕмĕрлĕхе куçнă пулсан та ĕçтешсен ырă ячĕсем яланах пирĕн асра, — сỹтĕлчĕ аса илỹ çăмхийĕ Валерий Тимофеевичăн.

Тỹрĕ кăмăллă та ĕçчен, пултаруллă хастара 1978 çулта следстви уйрăмне ĕçлеме куçараççĕ. Кунта вăл 1993 çулччен тăрăшать. Ĕçри пуçару- лăхпа унти çитĕнỹсемшĕн Валерий Павлов пĕрре мар Хисеп грамотисемпе Дипломсене тивĕçнĕ.

Хальхи вăхăтра вăл тивĕçлĕ канура, апла пулин те Валерий Тимофеевич алă усса лармасть. Арçын паянхи кун та районти казначейство уйрăмĕнче тăрăшать, пултарнă таран икĕ хĕрĕпе ывăлне пулăшать. Çирĕп кăмăллăскер кил-хуçалăхра чăх-чĕп усрать, сысна ĕрчетет, вĕлле хурĕсем те тытать.

— Ачамсем, Татьяна, Ирина, Константин, ман патăма час-часах килсе çỹреççĕ, яланах пулăшаççĕ. Мăнукăмсем те куçăм тулли. Аслă мăнук, Константин, манăн тата аслашшĕпе ашшĕн çулне суйласа илни чуна уйрăмах савăнтарать. Вăл МЧС Академийĕнчен вĕренсе тухрĕ, ĕçлет. Арçыннăн тĕп тивĕçĕ — çĕршыва хỹтĕлесси тата йăх-несĕле тăсасси, — терĕ сывпуллашнă май Валерий Павлов.

А.ИСАЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *