Хăвăрт чупакансем çĕнтерчĕç

Апрелĕн 19-мĕшĕнче «Кĕтне» физкультурăпа спорт комплексĕн стадионĕнче çуллахи спорт сезонне уçрĕç. Спортсменсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, «Кĕтне» ФСК директорĕ Евгений Тихонов саламларĕç, стартра ăнăçу сунчĕç.

Çанталăк çак кун илемĕпе савăнтармарĕ, апла пулин те çумăр пĕрĕхсе тăни спорта кăмăллакансене пачах хăратмарĕ. Районти тĕп тата вăтам шкулсенче вĕренекенсем эстафетăра ăмăртрĕç. Чи хăвăрт чупаканнисем вара çĕнтерỹçĕ ятне тивĕçрĕç. Вăтам шкулсем хушшинче Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн команди финиша чи малтан çитрĕ. Ун хыççăнах Шурут вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем пулчĕç, вĕсем — иккĕмĕшсем. Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн команди — виççĕмĕш. Тĕп шкулсенчен Хирти Явăшсем чи маттуррисем пулчĕç. Анат Ти-мĕрчкассисемпе Чĕчкенсем — иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче. Çĕнтерỹçĕсене Хисеп грамотисем парса чысларĕç.

А.ДЕНИСОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *